Раççей ял хуçалăх надзорĕнчи специалистсем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Ял хуçалăхри йĕркене пăснăшăн республикăри тĕрлĕ предприятирен пĕлтĕр 6 миллион тенкĕ шыраса илнĕ.  Çакăн пирки Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри управленийĕнче пĕлтерчĕç. Унта 2017-мĕш çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Леонид Петров  
        
Ларăва пухăннă хуçалăхсен ертÿçисем, ветеринарсем, тĕрĕслев органĕсенчи специалистсем тĕрлĕ чире хирĕç кĕрешессине тимлĕх уйăрчĕç. Выльăх тухтăрĕсене уйрăмах Африка мурĕ сарăлас хăрушлăх пурри канăç памасть. Усал вируса пĕлтĕр Пăрачкав районĕнче тупнăччĕ. Çавăн пекех кÿршĕ регионсенче те  лăпкă мар.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче ытларах чухне выльăх-чĕрлĕхе ятарлă вырăнсенче пусманнине, навуса уйрăм лаптăксене хуманнине, ял хуçалăх продукцийĕн ирлĕ документсем пулманнине тупса палăртнă. Инспекторсем аш-какайпа сĕтрен тунă апат-çимĕçрен иртнĕ çул 140 проба илнĕ. 28-шĕнче кăтартусем йĕрке ыйтнине тивĕçтермен. Вĕсенче сывлăхшăн сиенлĕ антибиотиксем тупнă.

Хуçалăхсен ертÿçисем вăя кĕнĕ хăш-пĕр çĕнĕлĕхсене  ырларĕç. Продукци пахалăхне çирĕплетекен электронлă сертификаци, сăмахран, ĕçе хăвăртлатать, тĕрлĕ хут çырассинчен хăтарать. Енчен те 2016 çулта çакăн евĕр 500 пин документ панă пулсан, пĕлтĕр - миллион та 700 пин. Çакă хамăр патра туса кăларнă продукцие çĕршывра анлăрах сарма пулăшмалла.