Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар тăрăхĕсенче ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Районсемпе хуласенче пĕр пекрех çивĕч ыйтусем, çапах та уйрăмлăхсем те пур. Çакна Республика пуçлăхĕн çÿревĕсем те çирĕплетеççĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енри чи пысăк хуласене çывăх Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар районĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Сĕнтĕрвăрри хастарĕсемпе тĕл пулу хулари 1-мĕш гимназире иртрĕ. Михаил Игнатьев малтан йăлана кĕнĕ йĕркепе вырăнти предприятисем кăларакан продукци куравĕпе паллашрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников пĕлтернĕ тăрăх, тĕрлĕ программăна пурнăçлама пĕлтĕр республика тата вырăнти хыснасенчен 417 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал вара перекетлĕрех пулма тивĕ – çакăн валли 369 миллион çеç пăхса хунă. Михаил Игнатьев пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине тимлĕх уйăрма хушрĕ. Вĕсем районта 5 пине яхăн гектар. Ку çитменлĕхе вырăнти ертÿçĕсем 2 çулта пĕтерме шантарчĕç. Тепĕр çивĕч ыйту  - тара илнĕ пурлăхшăн вăхăтра тÿлеменни. Парăм 4 миллион тенкĕпе танлашать. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче çавăн пекех халăх пуçарăвĕсене пурнăçламалли республика программи „уксахлать“. Унта 5 ял тăрăхĕ çеç хутшăннă. Ку вара социаллă объектсене юсамалли, тирпей-илем кĕртмелли çул-йĕрсенчен пĕри. Ялсен сăн-сăпатне улăштармасăр аталану пирки калаçма питĕ хĕн. Сĕнтĕрвăрри тата туристсемшĕн илĕртÿллĕ тăрăх шутланать.
  
Пухура чылай çивĕч ыйтăва хускатрĕç. Çав вăхăтрах савăнăçлă самант та пулчĕ. Михаил Игнатьев пултарулăхри ăнтăлушăн хĕрсемпе каччăсене ятарлă стипендие тивĕçни çинчен калакан свидетельствăсем парса хавхалантарчĕ.

Шупашкар районĕнче те сÿтсе явмалли çителĕклĕ.  Республика пуçлăхĕ кунта çул-йĕр хуçалăхĕ лайăх аталаннине палăртрĕ. Федераци программипе пĕлтĕр 36 çухрăм çул тата 13 çурт таврашне йĕркене кĕртнĕ. Кăçал çак ыйтусемпе ĕçлеме район 650 миллион тенкĕ тивĕçĕ.

Предприятисем район аталанăвне 1 миллиард çурă инвестици хывнă. Пурĕ 128 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Агропромышленноç комплексĕнче туса илнĕ продукци калăпашĕ пĕлтĕр 8 миллиард та 700 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку вăл унчченхи çулпа пăхсан 9 процент нумайрах.

Республика пуçлăхĕ çавăн пекех ĕç рынокне тимлĕх уйăрма хушрĕ. Шалăва вăрттăн тÿленине пула район хысни çулсерен 70 миллион тенкĕ çухатать. „Ку вăл хушма ĕç вырăнĕсем, хăтлă çулсемпе социаллă учрежденисем“, - терĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл çамрăксемпе тачăрах ĕçлемеллине, вĕсем район тата республика пуласлăхĕ пулнине палăртрĕ.