Выляса яракансем пулмарĕç

Çĕршыв олимпиецĕсене ăнăçу сунса Шупашкарти 20-мĕш шкулта спорт уявĕ иртрĕ.
 
Вероника Павлова, Никита Углев  
 
Шкул картишĕ ирех ачасен куллипе тулчĕ. Çамрăк спортсменсене хĕл сивви те хăратмарĕ. Олимп ялавне хăпартнă хыççăн, пурте тĕрлĕ лаптăксене саланчĕç. Кĕçĕннисем йĕлтĕр сырса ăмăртрĕç.  5-мĕш  «В» класра вĕренекенсем тус-юлташĕсене  хавхалантарма плакатсем хатĕрленĕ.

Ушкăнсем хушшинче чăн-чăн хĕрÿ тупăшу иртрĕ. Кашниех çĕнтерес тĕллевлĕ. Паллах, ÿкекенсем те пулчĕç. Çапах та ачасене çакă пĕрре те кулянтармарĕ. Çĕнтернинчен чи пахи – пĕрле вăхăта хаваслă ирттерни, теççĕ çамрăк спортсменсем.

Сывлăх кунне 20-мĕш шкулта тăтăшах ирттереççĕ. Хальхинче ăна Олимпиадăна хутшăнакан Раççей спортсменĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Корея республикинчен вĕсем пысăк çитĕнÿпе таврăнасса шанаççĕ ачасемпе вĕрентекенсем.

Çак кун выляса яракансем пулмарĕç. Спорт уявĕпе пурте кăмăллă юлчĕç.