Тĕп хулара тĕрлĕ секципе кружока çырăнма ансатрах пулĕ

Шупашкарта ачасене хушма пĕлÿ парассине халалланă портал ĕçлеме тытăннă. Унта ашшĕ-амăшĕ вĕренÿ учрежденийĕсем, вĕсенчи кружоксемпе секцисем  пирки пĕлме пултарать.

Вероника Павлова, Михаил Солин

Мускав районĕнчи ача-пăча пултарулăх çуртне шкул ачисем ирех çул тытаççĕ. Вĕренекенсен ăсталăхне туптама кунта тĕрлĕ май йĕркеленĕ. Пĕрисем спортпа туслă, теприсем юрă-ташăра пултарулăха аталантараççĕ.  
Тĕрлĕ кÿлепе тума хăнăхакансем те пур. Вĕсем кивĕ япаласене иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ. Илемлĕхе хĕрсем çеç мар, арçын ачасем те юратаççĕ.

Ал ĕç ăстисем çитес уявсене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем ашшĕ-амăшĕ валли илемлĕ теттесем тăваççĕ.

Мускав районĕнчи ача-пăча пултарулăх çуртĕнче 3 пин ытла вĕренекен ăс пухать. Секцисемпе кружоксене вĕсем тÿлевсĕрех çÿреççĕ. Кашни çур çул ачасем тĕрлĕ ĕçе хăнăхаççĕ. Çакă вĕсене хăйсене мĕн килĕшнине тупма пулăшать, теççĕ вĕрентекенсем. Егор Замаскин мĕн пĕчĕкрен компьютерпа кăсăкланать. Хушма уроксенче ачасем  нумай çĕннине пĕлеççĕ. 

Шупашкарта хальхи вăхăтра пин те пилĕкçĕр ытла тÿлевсĕр секципе кружок ĕçлет. Вĕсенче 40 пин вĕренекен пултарулăхне туптать. Кăçал хушма пĕлÿ паракан учрежденисене аталантарма тĕп хулара 500 ытла миллион тенкĕ уйăрнă.