17 июля 2018 12:32   29°   $62.26 €72.80

12.02.2018 18:18

Республикăра 36-мĕш хут «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу пулчĕ 

Чăваш Енре çак спорт уявне 2005-мĕш çултанпа йĕркелеççĕ. Ăмăртусем кашни хулапа районта иртеççĕ. Кăçал республикипе пĕтĕмпе 60 ытла пин çын йĕлтĕр çине тăчĕ.

Оксана Баскакова, Юрий Васильев

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тĕп старта Шупашкарта пухăнчĕç. Чупу аэропорт çывăхĕнче иртрĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, унта 14 пин çын хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче вĕренекенсем, студентсем, тĕрлĕ предприятипе организаци ушкăнĕсем. Уява савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пухăннисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Раççейре, вăл шутра Чăваш Енре те спорт аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.
„Физкультурăпа спорт комплексĕсем хута яратпăр, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем вĕсемпе хастар усă кураççĕ. Сывлăх кунĕсем, тĕрлĕ тупăшу тăтăшах йĕркелетпĕр. Çакă республикăра спорт хисепре пулнине çирĕплетет“, - терĕ вăл. Пĕрремĕшĕ старта  влаç органĕнче ĕçлекенсем, ертӳçĕсем, паллă спортсменсем тухрĕç. Ун хыççăн ыттисем тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене 3, 5 тата 10 çухрăм чупакансем хушшинче палăртрĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи кĕçĕн тата чи аслă спортсменсене чысларĕç. Старта тухнисен йышĕнче çавăн пекех Хĕл Мучине курма пулчĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрне» ытти хулапа районта та йышлăн хутшăнчĕç. Красноармейскинче спорт уявне 600 яхăн çын пухăнчĕ. Ăмăрту икĕ кун пулнă. Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче старта шкул ачисем тухнă. Шăматкун вара аслисем тупăшрĕç.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем çемйисемпе, юлташĕсемпе килнĕ. Чылайăшĕ кашни çул хутшăнаççĕ. Старта тухакансемпе курма килнисене вĕри чейпе хăналарĕç. Ăмăртура палăрнисене медальсемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç.