Федераци укçи-тенкипе республикăри клубсемпе театрсенче çĕнĕ спектакльсем лартаççĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче „Культура малой Родины“ федераци проекчĕ мĕнле пурнăçа кĕртнипе паллаштарма йĕркеленĕ тĕлпулу иртрĕ. „Вырăнти культура çурчĕ“, „Театр – ачасене“, „Пĕчĕк хуласенчи театрсем“ проектсемпе килĕшÿллĕн кăçал та республикăри клубсемпе театрсене укçан пысăк пулăшу çитĕ.

Марина Карягина, Михаил Солин

Çамрăксен театрĕнче пĕлтĕр асăннă проектпа килĕшÿллĕн уйăрса панă укçапа сцена çине кăларнă „Морозко“ юмах пырать. Çутă хатĕрĕсене туянассине те, çĕнĕ курăмшăн Мускавран ятарласа Александра Белова художника, Мари Элтан Василий Пектеев режиссера чĕнсе илсе ĕçлеттерессине те çак шутран кăларнă. Кăçал „Театр – ачасене“ проектран Çамрăксен театрне 3 миллион ытла çитмелле, репетици саманчĕсем, харпăр хăй архивĕнчен унпа сцена хатĕрĕсем илесшĕн тата Мускавран килнĕ Владимир Беляйкин пластика режиссерне „Юратупа курайманлăх“ ятлă сăмахсăр спектакль ларттарасшăн. Çĕршывăн культура еткерне, йăла-йĕрке хăйнеевĕрлĕхне сарасси, регионсенче культурăна аталантарасси проектăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çакă чăвашла хайлавсене сцена çине кăларма чухах пек.
Чăваш патшалăх пукане театрĕ те иртнĕ çул „Театр – ачасене“ проектăн пулăшăвĕпе усă курнă, кăçал унта çур миллион ытла куçарса парĕç. Пĕчĕк куракансене вĕсем Пушкинăн, Тургеневăн, Ганапольскаян хайлавĕсемпе лартнă спектакльсемпе савăнтарĕç. Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов тата культура министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, „Пĕчĕк хуласенчи театрсем“ проектпа килĕшÿллĕн Чăваш патшалăх экспериментлă драма театрне „Золотой ключик или Приключения Буратино“ спектакль лартма, сцена хатĕрĕсем туянма 5 миллион та 600-е яхăн куçмалла. „Вырăнти культура çурчĕ“ проектпа килĕшÿллĕн вара республикăра кăçал 33 ял клубне юсама, 24-шне çĕнетме палăртнă.