23 сентября 2018 03:21   13°   $66.25 €78.08

12.02.2018 18:12

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршăпа Патăрьел тăрăхĕсене çитсе килчĕ

Республика Пуçлăхĕ ĕçлĕ çÿревпе Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пулчĕ. Унта пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç. Иртнĕ кунсенче вара Михаил Игнатьев Шăмăршăпа Патăрьел тăрăхĕсене çитсе килчĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Патăрьел районне илес пулсан, 2017 çул ку муниципалитетшăн ăнăçлă иртнĕ. Хыснана виçĕмçулхинчен 15 процент ытларах укçа кĕнĕ. Пĕтĕмпе 701 миллион тенкĕ. Ял хуçалăхĕнче те çитĕнӳсем пысăк. Пухса илнĕ тыр-пул калăпăшĕ 10 çулхи чи лайăх кăтартупа танлашнă. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 4 процент ӳснĕ. Çавах та ял халăхне сĕт хакĕ йӳнĕ пулни канăç памасть. Халĕ районта чĕр тавара 14 çурă тенкĕпе пуçтараççĕ. Çав вăхăтрах çынсем сĕте кам илсе кайнине те лайăх пĕлмеççĕ.

Михаил Игнатьев район ертӳçисемпе ятарлă службăсене çак енĕпе тăрăшса ĕçлеме хушрĕ. Сĕт пухакан усламçăсене халăхран култармалла маррине каларĕ.

Пĕлтĕр районта 15 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. 70 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тунă. Ялсенче 10 çухрăм асфальт сарнă. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассине тата сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмне ытларах тимлĕх уйăрнă. 9 пĕлӳ çуртне 32 миллион тенкĕлĕх юсанă, кирлĕ хатĕрсем туяннă. Икĕ культура çуртне йĕркене кĕртнĕ, çĕннине хута янă. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те пур. Усăсăр выртакан 2 пин ытла çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Конвертра ĕç укçи илекенсене пула та район сахал мар укçа-тенкĕ çухатать.

Шăмăршă районĕнче те анлă калаçу пулчĕ. Иртнĕ çул кунта 10 проектпа 54 млн тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă. 53 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Унсăр пуçне 2 пин те 600 ытла тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. 4 çуртри 64 хваттере уйрăм хутса ăшăтмалла тунă. Икĕ ялта çул сарнă тата ытти те.

Районсен кун-çулне сӳтсе явнă май халăха пăшăрхантаракан чылай ыйту çĕкленчĕ. Вĕсене татса парасси тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕ Михаил Игнатьев.


проститутки чебоксары