Тĕп хулари шкулсенче шахматла выляма вĕрентеççĕ

Чăваш Ен Раççей шахмат федерацийĕпе Тимченко ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ «Шахмат-шкулсенче» проекта хутшăннă. Çавна май республикăри 31 вĕренÿ учрежденинче çак ăсталăха туптаççĕ. Ăна малалла аталантарас тĕллевпе Шупашкара Псков облаçĕнчен педагогсем килнĕ. Вĕсем республикăри вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстернĕ.

Оксана Баскакова, Михаил Солин

Псков облаçĕнче шкул программине шахмат вăййине 2008 çултах кĕртнĕ. Педагогсем сăнанă тăрăх, çавăн хыççăн  ачасен пĕлӳ шайĕ ӳснĕ. Чăваш Енре вара шахматла вылясси иртнĕ çул анлă аталанма пуçланă. Грантпа республикăри шкулсем çак вăййа вĕренмелли хатĕрсемпе кĕнекесем, компьютер программисем туяннă.

Республикăри педагогсен пĕлĕвне ӳстерме Шупашкарта виçĕ кун «Шахмат урокĕсене шкулта йĕркелесси» темăпа семинар иртрĕ. Псков облаçĕнчи тренерсем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç.

«Шахмат шухăшлава аталантарать, ăс-хакăла çирĕплетет»,- теççĕ вĕрентекенсем. Бокс енĕпе тĕнче чемпионĕ Валерий Львов та çаплах шутлать.  Шупашкарти 37-мĕш шкулти ачасемпе  шахматла вылянă май вăл спортпа туслашмалли çинчен те аса илтерчĕ. «Боксра та шахматри пек пуçа шутлаттармалла»,- тет спорт ветеранĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланнине пĕлтерчĕ вăл. Пухăннисем çакăн пек тĕл пулусене тăтăшах йĕркелемеллине палăртрĕç.