Канаш районĕнче сĕт уявĕсем ирттереççĕ

Халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ йÿнелни ял çыннишĕн уйрăмах çивĕч ыйту. Ĕне усранин пайтине курма пăрахрăмăр, - теççĕ вĕсем. Çакăн сăлтавне пирĕн куракансене ял хуçалăх министерствинче ăнлантарса панăччĕ. Çав вăхăтрах унта хресченсене кооперативсене пĕрлешме сĕнеççĕ. Канаш район администрацийĕ вара лару-тăрăва кăштах та пулин улăштарас тесе кану кунĕсенче сĕт уявĕ ирттерме йышăннă. Тĕплĕнрех - сюжетра.

Екатерина Фомина

Ямаш ялĕнче пурăнакан Оксана Семенова икĕ ĕне усрать. Сĕт хăй çемйи валли те,  сутма та  çитет, тет вăл. Иртнĕ уйăхсенче ун хакĕ тăрук чакса кайни хытах пăшăрхантарать хĕрарăма.  Усламçăсем халĕ литршăн 13 тенкĕрен ытла памаççĕ. Район администрацийĕ кану кунĕсенче ирттерекен сĕт уявĕнче вара чĕр тавара икĕ-виçĕ хут хаклăрах вырнаçтарма пулать. 

Хушма хуçалăхсене суту-илÿ тума Шăхасанта тата Канашра пурĕ 6 лапам йĕркеленĕ. Вырăншăн тÿлеттермеççĕ. Юр-вар пахалăхне ветеринари специалисчĕсем тĕрĕсленĕ. Сĕтĕн çулăхĕ тата ытти кăтартăвĕ куç умĕнче пултăр тесе савăт çине хут çырса çапнă.

Ял çыннисене хавхалантарма сĕт уявне пултарулăх ушкăнĕсене те йыхравланă. Юрă-ташăпа суту-илÿ те хаваслăрах пырать. 

Хушма хуçалăхсем валли районта çакнашкал май туса панине ял çыннисем ырлаççĕ, паллах. Çавах сĕт хакĕ ÿсес шанăçа та çухатмаççĕ.