Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Анатолий Миттов художник ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ

Анатолий Миттов çуралнăранпа 85 çул çитнĕ ятпа Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче чаплă курав уçăлчĕ. Паллă художник  ĕçĕсемпе тата вĕсене хаклакансемпе Александр Осипов тĕл пулчĕ.

Александр Осипов, Вадим Владимиров

Анатолий Миттов пултарулăхĕ чăваш культурине çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Унăн ятне пĕлмен, ӳкерчĕкĕсене курман çын çук та пулĕ. Çапах та Миттова тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланса, ĕçĕсене тивĕçлĕ хак парса çитереймерĕмĕр-ха, теççĕ тĕпчевçĕсем. Тĕлĕнмелле япала - курав уçăласси çинчен питех пĕлтермен пулин те, халăх çав тери йышлă пухăннă. Искусствăпа ăнланса кăсăкланакансем Миттов картинисемпе куçа куçăн тĕл пуласшăн. Тухса калаçакансем ― сăмаха музей директорĕ Геннадий Козлов пуçарса ячĕ ― художник вилсен ирттернĕ пĕрремĕш курава аса илчĕç. Ун чух ăна Майя Карачарскова искусство тĕпчевçи çине тăнипе хатĕрленĕ. Тепĕр икĕ çултан Мускавра Третьяков ячĕллĕ галерейăра йĕркеленĕ куравра вара Анатолий Миттов пирки «чăвашсен генилле художникĕ» тесе калаçнă. Шел пулин те, ӳнерçĕ картинисене вăл вилсен кăна професси куçĕпе пăхнă. Пурăннă чух Миттова куравсене хутшăнтарман. Антонина Мордвинова искусствовед ăна чăвашсен XX-мĕш ĕмĕрти пĕрремĕш художникĕ тесе хаклать. Паллах, вăл Миттовчен ăстасем пулман тесе каласшăн мар. Пулнă. Пирĕн профессиллĕ ӳнерçĕсем революцичченех Художество академинчен вĕренсе тухнă. Анчах та Миттов пĕрремĕшĕ чăваш чĕлхипе тăван халăх пирки калаçма тытăннă. Хăй хыççăн чăвашла ӳкерекенсем валли çул уçса хăварнă. Ку шухăша тухса калаçакансем те палăртрĕç. Канашсен ентешлĕх ертӳçи Юрий Тарасов, республикăмăрти Художниксен союзĕн правлени председателĕ Николай Андреев, ÿнерçĕ пултарулăхне халăхра сарас енĕпе нумай вăй хунă Атнер Хусанкай куравăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç. 1998 çулта Швейцарири Сант-Галлен хулинче Анатолий Миттов куравĕ виçĕ уйăх ытла ĕçленĕ. Галерея хупăннă хыççăн ун йĕркелÿçисем 9 картинăна укçасăр тавăрса пама йышăннă. 2012 çулта вĕсене Атнер Хусанкай илсе килнĕ.

Художник шăллĕ Виталий Миттов пухăннисене хăйсен çемйи çинчен каласа кăтартрĕ. Генилле пиччĕшĕн пултарулăхне упрас тесе вăл ырми-канми ĕçлет. «Иртнĕ çул Канаш районĕчи Сиккассинче Культура министерстви пулăшнипе Миттов ячĕпе пленэр ирттертĕмĕр», - тет Антонина Мордвинова искусство тĕпчевçи. «Паллă художник пултарулăхĕпе тивĕçлĕ усă курас тетпĕр пулсан, пысăк альбом, тĕпчев кĕнеки хатĕрлесе кăлармалла. Пуçарнă пленэра малалла ирттермелле, Миттов музейне тивĕçлĕ шая çитермелле. Çак ĕçсене тума Культура министерстви малашне те пулăшса пырасса шанатпăр», - тет тĕпчевçĕ.