Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче çăлавçăсем вĕренÿ ирттерчĕç

Пушар хуралĕнче тăрăшакансем чукун çул вокзалĕнче çулăма хирĕç кĕрешрĕç. Унта медицина пÿлĕмĕ çунма тытăннă. Икĕ çын урама тухса ĕлкĕреймен. Телее, ку вăл вĕренÿ çеç. Ăна мĕншĕн ирттерни пирки Леонид Петров корреспондента каласа кăтартать.

Леонид Петров, Михаил Солин

Çулăм тухни пирки пĕлсен, фельдшер çийĕнчех çăлавçăсене шăнкăравлать. Çав вăхăтрах ĕçтешĕ пушара хăй тĕллĕн сÿнтерме хăтланать. «Хĕрлĕ автана» лăплантарма май килменрен, çынсене вокзалтан кăларма йышăнаççĕ.

Эвакуаци хăвăрт иртрĕ. Пуйăс кĕтекен 15 пассажир тата 5 полицейски вокзалтан 3 минутра тухса пĕтрĕç. Çапах та шалта  икĕ çын  юлнă, иккен.   

Çăлавçăсемшĕн кашни çеккунт хаклă. Ятарлă хатĕрсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем тĕтĕм ярса илнĕ вокзала кĕреççĕ. Пĕрисем - çынсене шырама, теприсем - çулăма сÿнтерме.

Вĕренĕве футбол енĕпе пулакан пысăк ăмăртăва хатĕрленсе йĕркеленĕ. Шупашкарти чукун çул вокзалне пĕтĕм тĕнчери футбол федерацийĕн списокне кĕртнĕ. Кунта кашни виçĕ уйăхра вĕренÿ иртет.

Пĕтĕм тĕнчери футбол федерацийĕн списокне тĕп хулари 7 объект кĕнĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕччен вĕсенче кашнинче çакнашкал вĕренÿсем ирттерĕç.