Нумай ĕç тăвакан центрсенче президент суйлавне хутшăнма заявленисем йышăнаççĕ

Раççей Президентне суйламалли йĕркере çĕнĕлĕхсем пур. Халĕ пропискăна пăхмасăр кирек хăш вырăнта та сасăлама пулать. Çакăн валли маларах заявлени çырмалла кăна. Мĕнле майпа? Оксана Баскакова тĕплĕнрех.

Оксана Баскакова, Виктор Степанов

Мария Васильева Шупашкара Пушкăрт республикинчен вĕренме килнĕ. Хĕр кăçал 1-мĕш хут суйлава хутшăнать.  Вăл  кирек хăш вырăнта та сасăлама пултарнине пĕлсен, çывăхри  нумай функциллĕ центра çул тытнă.
Пропискăран урăх çĕрте сасăлас шухăшлисенчен заявленисене пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен территорири суйлав комиссийĕнче тата нумай ĕç тăвакан центрсенче йышăнаççĕ. Специалистсем хăш адреспа  сасăлама меллĕрех пулнине  ыйтса пĕлĕç.  Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вара заявление кирек хăш суйлав участокĕнче те  çырма май пулĕ.

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнчен çакăн пек заявленисене  188 çын çырнă. Вĕсенчен нумайăшĕ Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курнă.

Кăсăклантаракан мĕн пур ыйту хуравне Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн сайтĕнче тупма пулать.