Куславккасем район аталанăвне пĕтĕмлетрĕç

Иртнĕ çул мĕнле çитĕнÿсем пулнă, кăçал мĕн тума палăртнă? Республикăри районсемпе хуласенче пĕтĕмлетӳсем тăваççĕ. Хăйсен кăтартăвĕсемпе чи малтан куславккасем паллаштарчĕç.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров
 
Район хастарĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев куславккасен экономика кăтартăвĕсем ӳснине палăртрĕ. Предприятисенче çĕнĕ производство лаптăкĕсем хута яраççĕ.
Хресченсене вара пĕлтĕр çанталăк кансĕрленĕ. Тăтăшах çумăр çунипе  çĕр нӳрĕ пулнă, çавна май 20 ытла гектар лаптăк çинче тухăç пĕтнĕ.

Апла пулин те куславккасем  ыттисемпе танлаштарсан пахча-çимĕç ытларах туса илнĕ. Районта тырă тата çĕрулми управăшĕсем тунă, усă курман 2 пин гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ.

Сывлăх сыхлавне те тимлĕх уйăрчĕç канашлура. Районти поликлиникăна юсанă, анчах специалистсем çитмеççĕ. Ку ыйтăва çывăх вăхăтра татса парасшăн. Кăçал тĕп больницăна 5 тухтăр килмелле, тепĕр 5 специалист фельдшерпа акушер пункчĕсене. Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе Патшалăх шайĕнче ĕçленине, «Земство тухтăрĕ» программăпа ялсенче кăна мар, 50 пинрен сахалрах çын пурăнакан хуласенче те усă курма май пуррине палăртрĕ.

Куславкка тăрăхĕ хăйĕн атлечĕсемпе мăнаçланма пултарать. Кунта триатлон енĕпе пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем иртеççĕ. Кăçал хулара çĕршыв чемпионатне йĕркелеме сĕннĕ. Ырă тĕллевсем татах пур. Котельнăйсене юсамалла, 2 фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалла, çулсем сармалла, çурт картишĕсене тирпей-илем кĕртмелле. Чи пĕлтерĕшли - çамрăксем тăван районта ытларах тĕпленчĕр. Пултаруллă хĕрпе каччă вара Куславкка тăрăхĕнче сахал мар. Михаил Игнатьев ятарлă стипендие тивĕçнисене сертификатсем парса чысларĕ.