Шупашкарти ĕç ветеранĕ 100 çулхи юбилейне уявларĕ

Чăваш Енре нумай пурăнакансен йышĕ ӳссе пырать. Паянхи кун тĕлне республикăра пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă 100 ытла çын. Çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан Антонина Кудрявцева та сумлă юбилейне паллă турĕ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Пурнăçĕ тумхахлă пулнă пулин те, вăл хăйне телейлĕ, тет. Иртнине ырăпа кăна асăнать. Антонина Ивановна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кайри Чиперуй ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те йывăр вăхăта лекнĕ. Хĕр 11-12 çулта чухне колхозсем йĕркеленме пуçланă. Хĕрӳ ĕçе пула Тоня шкул вĕренме пăрахнă.

Çемье çавăрсан кĕçех вăрçă тухнă. 41-мĕш çулта Антонина кăкăр ачипе мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Колхозра бригадирта ĕçленĕ. Темиçе хутчен ял тăрăхĕн депутатне суйланнă. 1951 çулта вăл Николай Кудрявцев вăрçă ветеранне качча тухнă. Хисеплĕ мăшăр 58 çул пĕрле пурăнса тепĕр 2 хĕр çитĕнтернĕ, мăнукĕсене ура çине тăма пулăшнă. Кинеми чылай çул «Приволжский» совхозра вăй хунă. Çамрăксене те яланах тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме вĕрентет.

100 çулхи юбилейпе Антонина Ивановнана Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Петров саламларĕ. Владимир Путин çырăвне пачĕ.

Антонина Ивановна сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Кашни кунах урама уçăлма тухнине калать. Нихăçан та выртмалла чирлемен, тет.

Кинеми шÿтлеме, балалайка калама юратать. Кунĕпех юрă-сăвă, такмаксем шăрантарма пултарать.

Иккĕмĕш ĕмĕре ура ярса пуснă Тоня аппа паян Любовь хĕрĕн çемйипе пурăнать. Хăйне аван туять, йышланса пыракан кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать.