Шупашкар çил-тăман хыççăн майĕпен йĕркене кĕрсе пырать

Хула урамĕсемпе çуртсен картишĕсене талăкĕ-талăкĕпех тĕрлĕ техника тата дворниксем тасатаççĕ. Çак ĕçе мĕнле тунипе тата иртен-çӳрен шухăшĕпе пирĕн корреспондент Алексей Енейкин кăсăкланчĕ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин, Павел Иритков

Халĕ чылай çĕрте çакăн пек картина курма пулать. Юр тыткăнне лекнĕ машинсене кĕреçепе чавса та кăларса пĕтереймĕн. Айккинчен пулăшу пулмасан кĕрсе ларнă çĕртех юлма пулать.

Юр вĕçтернĕ кунсенче чылай водитель обществăлла транспортпа çӳренине калать. Халĕ вĕсем хăйсен машинисене тапратма хăтланаççĕ. Анчах та, тасатман вырăнсенчен тухма питĕ йывăр.

Нумай чухне çурт картишĕсемпе çул хĕррисене лартса хăварнă транспорт та иртен-çӳренпе юр тасатакан техникăна пысăк чăрмав кӳрет. Çак машинсене пула урамсене тирпейлекен тракторăн кунта темиçе хутчен те таврăнма тивет. Юр хӳсе лартнă çулсем вара тата та нумай.

Лару-тăру кашни çĕрте тĕрлĕрен. Хăш пĕр вырăнта, чăнах та, урамсене юр çунă хыççăнах тасатса ĕлкĕреймеççĕ. Çакă пĕриншĕн асап пулсан, теприншĕн юр ашса çӳресси савăнăç кăна.

Хула урамĕсенчен иртнĕ кун кăна 4 пин кубла метр юр илсе тухнă, самосвалсем 552 рейс тунă. «Дорэкс» пĕрлешӳре тăрăшакансем çĕрлехи 3 сехетрен пуçласа пĕр чарăнмасăр ĕçлеççĕ.  Çулсене вăхăтра йĕркене кĕртес тесе тĕрлĕ организацирен хушма техника явăçтарса ĕçе васкатаççĕ.

Хула администрацийĕ халăха чăтăмлăрах пулма ыйтать. Кашни çулпа тротуара пĕр кунта тасатса ĕлкĕрме çук. Малтан çын йышлă çӳрекен вырăнсене тирпейлеççĕ. Çак ĕçе хулара пурăнакансем васкатма пултараççĕ. Шупашкарта иртнĕ çулсенче пуçарнă «Стоп-сугроб» акци те ăнăçлă пурнăçланать. Çурт картишне тасатманни пирки сăн ӳкерчĕк туса ятарлă адреспа ярса пама пулать. Çакă управляющи компанисене те яваплăрах пулма хистет.