Республикăри шыравçăсем тупнă экспонатсенчен курав хатĕрленĕ

Тĕрлĕ хĕç-пăшал пайĕсем, чашăк-тирĕк тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçипе çыхăннă ытти хатĕрсем. Чăваш наци музейĕнче историри синкер кунсене сăнлакан курав уçăлчĕ. Экспонатсене республикăри шырав ушкăнĕсем тĕрлĕ регионтан тупса килнĕ.

Вероника Павлова, Никита Углев

Ваня Савельев пĕчĕкренпех  историпе кăсăкланать. Çак огнемет пайне улттăмĕш класс ачи пĕлтĕр Мурманск облаçĕнчи Муста-Тунтури сăрт айккинче тупнă. Унта хаяр çапăçусем кĕрленĕ. Пирĕн салтаксем Совет Союзĕн çурçĕр чикки урлă нимĕçсене каçма паман.  Паттăр хÿтĕлевçĕсен йышĕнче чăвашсем те пулнă. Вĕсене сума суса кунта шыравçăсем палăк лартнă. Çакă пирĕн тивĕç, теççĕ вĕсем.

Чăваш Енре хальхи вăхăтра 30 яхăн шырав отрячĕ. Вĕсем тĕп хулара çеç мар, ялсенче те пур. Çапах та малтанхипе танлаштарсан, вĕсен шучĕ самай чакнă. Çакă шыравçăсене хумхантарать.

Шăл тасатмалли хатĕр, супăнь хумалли савăт тата тум-тир. Полина Груздева шыравçă çак экспонатсене тĕрлĕ вырăнта тупнă. Унăн пуххинче салтак кулленхи пурнăçĕнче усă курнă япаласем ытларах. Çакăн пек гильзăран фронтра çутă хатĕрĕсем ăсталанă, юнашарах чашăк-тирĕк. Пĕринче хытса ларнă пăтă та упранса юлнă. Салтаксем хăйсен хуранĕсене яланах паллă тунă. Кунта, тĕслĕхрен, виçĕ хушамат курма пулать. Хĕç-пăшала хĕр ячĕпе тата сăнарăпе илемлетнисем те пур. Çакăн пек япаласем шыравçăсемшĕн уйрăмах хаклă.