Студентсем тата кино маçтăрĕсем фильм ÿкереççĕ

Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче кино ÿкерекенсене хатĕрлекен уйрăм пур. Пĕрремĕш ушкăн Владимир Карсаков режиссер мастерскойĕнче пĕлÿ пухса ăсталăхне туптать. Иккĕмĕш çул вĕренекенсем курс ĕçĕ вырăнне Юрий Скворцовăн „Амаçури“ калавĕ тăрăх илемлĕ фильм ÿкерме шухăш тытнă.

Марина Карягина, Владимир Карсаков, Николай Семенов

Юрий Скворцовăн калавĕсемпе повĕçĕсем - çыннăн чун-чĕринче мĕн пулса иртнине тарăннăн уçса паракан хайлавсем, çавăнпа вĕсем тăрăх фильм ÿкерес тени – хăюллă пулăм. „Амаçурин“ режиссер сценарине Владимир Карсаковпа Николай Семенов хатĕрленĕ, сюжета аталантарса пуянлатма тивнĕ. Илемлĕ фильм – курсăн пĕрлехи ĕçĕ: ÿкернĕ чухне кашнин тÿпи пур. Ĕçсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенчех пулса иртнĕрен, çав вăхăта тĕрĕссĕн сăнарлакан вырăн, кил-çурт, тумтир, сĕтел-пуканпа савăт-сапа тупма та ансат мар. Ку енĕпе Аэлита Бельская продюсер çаврăнăçулăх кăтартнă. Тĕп роле вылякан арçын ачана та, Дима Ершова, вăлах тупнă.

Режиссера пуринчен ытла ача сăнарĕ сехĕрлентерсе тăнă, анчах Дима пурне те тĕлĕнтерсе роле хăвăрт кĕрсе кайнă. Хаяр амаçурине яш чухне студентсен „Вутчуль“ театр студийĕнче вылянă Зоя Илларионова студент тăрăшса калăплать.

Кĕске метрлă фильмра хăшĕсен курăнса илмелли сыпăк çеç пулин те, артиста вĕренмен, пĕрремĕш хут ÿкерĕнекен вылякансем „пирĕншĕн пĕчĕк роль çук“ теççĕ. Чи кăсăкли – теприсен чăвашла вĕренме тивнĕ. Юрий Спиридонов, Валерий Тарасов, Дмитрий Романов хальччен май пур çинче республикăри тĕп халăх чĕлхипе интересленменшĕн ÿкĕнеççĕ, малашне çине тăрсах чăвашла калаçма тытăнасшăн.

Кадр хыçĕнчи пурнăç, ÿкерÿ саманчĕсем – уйрăм хайлав сюжечĕ темелле: темле пăтăрмах та сиксе тухма пултарать. Режиссерăн камăн мĕн тата мĕнле тумаллине хушса ларнипе кăна çырлахмалла мар иккен, хальччен пĕлмен ĕçе тытса вĕренме те тивет.

Фильм операторĕ Илтимĕр Ефремов, режиссер ассистенчĕ Оксана Изванова. Иккĕшĕншĕн те ку пĕрремĕш опыт мар: республикăра палăрма ĕлкĕрнĕ Марат Никитинпа пĕрле фильм ÿкерсе курнă. Илтимĕр иртнĕ çул Пĕтĕм чăвашсен „Асам“ кинофестивалĕнче „Фуга“ фильмшăн „Чи лайăх оператор“ ята та тивĕçнĕччĕ.

Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче кино, видео тата фото студийĕн ертÿçи пулма вĕренекенсен килес çул кашнин хăйĕн фильмне хатĕрлемелле. „Амаçури“ хайлава пĕрле ÿкернĕ май пуçтарнă ăсталăх - ÿнер тĕнчине ярса пусма май панă пирвайхи утăм. Пирĕн вара ушкăна ырă пуçарура ăнăçу сунса картинăна монтажласа экран çине кăларасса кĕтесси çеç юлать.