Чăваш Енре çил-тăман кÿнĕ йывăрлăхсене пĕтереççĕ

Республикăра ĕнер çĕрле тата паян кунĕпе çил-тăман алхасрĕ. Çавна май çулсем çинче транспорт куçăмĕ йывăрланнă, çутă пралукĕсем татăлнă.

Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Игорь Ульянов

Çил-тăман 12 районти ялсене электричествăсăр хăварнă. Ир енне 7 муниципалитетра линисене юсанă. Тепĕр 5 районта - Канаш, Комсомольски, Элĕк, Вăрнар тата Пăрачкав тăрăхĕсенче юсав кунĕпех пынă. Вĕсенче пĕтĕмпе 8 пин ытла çын çутăсăр пулнă.

Лару-тăрăва правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура сÿтсе яврĕç. Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев энергетиксен ĕçне ырларĕ. Çавăн пекех Вĕренÿ тата Сывлăх сыхлавĕн министрĕсене социаллă объектсенчи лару-тăрăва асăрхасах тăма хушрĕ.

Çанталăка пула Шупашкарти аэропорт та ĕç-хĕлне чарнă. Ĕнер каçхи, паян вара ирхи рейссем пулман. Тĕп хулара коммуналлă службăсем юр вăйлă çăвассине хатĕр тăнă. Паян урамсене 126 техника тата 136 рабочи тухнă. Пăрлак çулсене сапма 507 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрленĕ. Ялсенче вара йывăрлăхсем сиксе тухнă. Çулсене подряд организацийĕсем вăхăтра тасатса ĕлкĕреймен, çавăнпа машинсем кĕрсе ларнисем пулкаланă.

Пĕрлехи диспетчер служби çынсенчен талăкĕпех шăнкăравсене йышăнать. Васкавлă службăсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем водительсене харпăр хăй машинипе инçе çула тухасран тăхтаса тăма ыйтаççĕ.