Чукун çул вокзалĕнче ăнсăртран вальс ташларĕç

Сталинград хулине нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнăранпа 75 çул çитнине халалласа пĕтĕм çĕршывĕпе хăйне евĕрлĕ акци иртрĕ. Парксемпе скверсенче тата вокзалсенче «Случайный вальс» юрă янăрарĕ. Халăх фрончĕн хастарĕсем йĕркеленĕ вăййа Шупашкарта пурăнакансем те хутшăнчĕç.

Вероника Павлова, Михаил Солин  

Акци чукун çул вокзалĕнче иртрĕ. Инçе çула каякансен кăмăл-туйăмне вăрçă тумне тăхăннă яшсемпе хĕрсем вальс ташласа хăпартрĕç. Кĕвĕ çеммипе иртен-çÿренсем те хаваспах çаврăнчĕç.

«Случайный вальс» юрра ахальтен мар суйласа илнĕ. Вăл шăпах Сталинград хулине хăтарнă хыççăн çуралнă. Хайлав вăрçăра чăн пулни çинче никĕсленнĕ.

Летчик пĕр ялта Зина ятлă хĕрпе паллашать. Вĕсем вальс ташлама пикенеççĕ, анчах  та ташласа пĕтереймеççĕ. Летчикăн çапăçăва каймалла пулать.

Кайран хĕре шыраса тупас тĕллевпе летчик çак историе Марк Фрадкин паллă композитора каласа кăтартать. Юрă кĕске вăхăтра халăхра анлă сарăлать. Кĕçех Зина та тупăнать, анчах та вĕсен пĕрле пулма тÿр килмест - салтак пĕр çапăçура пуçне хурать.

Йĕркелÿçĕсен шухăшĕпе, çакăн пек акцисем вăрçă паттăрĕсене асра тытма пулăшаççĕ. Вĕсем пирки уйрăмах ÿсекен ăрăва ытларах пĕлтермелле.