Паян - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă мухтавлă кун

Сталинград хулине нимĕç фашисчĕсенчен тасатнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак уява халалласа Чăваш наци музейĕнче ветерансене чысларĕç.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи чи хăрушă çапăçусем Сталинградра пулнă. Тăшман хулана тĕппипех пĕтерес тесе 6 уйăх та икĕ эрне тылланă. Унта Чăваш Енри пин-пин салтак юн тăкнă. Çав тискер çапăçусене хутшăннисенчен республикăра халĕ 21 çын кăна юлнă. 7-шĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Тĕл пулăва вĕсенчен иккĕшĕ килме пултарчĕç: 102 çула кайнă Ксения Редьковапа 95-ри Александр Рыбаков. Вĕсем пухăннисене вăрçăри нихçан манăçми йывăр кунсем пирки каласа кăтартрĕç.

Сталинградра вăрçă пынă чух унта пурăнакансен йышĕ пин хут чакнă. Радиопа Левитан сасси фашистсене темиçе хут та хуларан тухма ыйтнă, çавах та Паулюс çарĕ çăмăллăн парăнман.

Сталинградри çапăçусем иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи лару-тăрăва тĕпрен улăштарнă. Малалла, йывăррăн пулсан та, çĕнтерӳ хыççăн çĕнтерӳ пуçланнă. Çак паллă кун юбилейĕпе хисеплĕ ватăсене Чăваш Енри ветерансен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Николай Семёнов саламларĕ.
Сталинградри çапăçусене хутшăннă ветерансене районсенче те чысларĕç. Красноармейски тăрăхĕнчи Пикшикре пурăнакан Нестер Васильев, сăмахран, нимĕçе пулемётран персе тĕп тунă.

Район администрацийĕн тивĕçне пурнăçлакан Яков Григорьев фронтовик патне Республика пуçлăхĕн саламне çитерчĕ.
Чăваш Енре халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă 800 яхăн ветеран пурăнать. Пурте вĕсем 90 çултан иртнĕ. Вĕсен паттăрлăхне манмасăр, тăнăç пурнăçа упраса пурăнасчĕ.