Тĕп хулара Татьянасен пултарулăх конкурсĕ иртет

Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче «Атăл тăрăхĕнчи Татьяна» ăмăрту çĕнтерÿçине суйлĕç. Пирĕн республика чысне хÿтĕлекенсенчен пĕри - Татьяна Соколова.  

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров, Павел Иритков

Инженер-строитель пулма хатĕрленекен Татьяна вĕренÿре кăна мар, пур ĕçре те хастар. Пултарулăх конкурсне е спорт ăмăртăвне хутшăнмалла – хĕр-упраç нихăçан та хирĕçлемен, яланах малтисен ретĕнче пулнă. Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче пĕлÿ илекенскер тĕллевĕсене пурнăçа кĕртсе  пырать.

Пушă вăхăт пулсанах Таня бокс секцине васкать. Ку ман кăмăла каякан спорт, çавăнпа ăна суйларăм, - тет вăл.   Сцена пирки ĕмĕтленни те унăн тÿрре тухнă. Нумай пулмасть Татьяна «Раççей Чăваш пики» ăмăртура  пултарулăхне кăтартнă.

Халĕ акă университет чысне Атăл тăрăхĕнчи аслă шкулсенче пĕлÿ илекен Таньăсен конкурсĕнче хÿтĕлет. Татьяна Соколова унта  хутшăнма пултарнинче ашшĕн тÿпи те пур. Хĕр ачана  çуралсан Наташа ят хурасшăн пулнă.

Конкурссене хутшăнни тавра курăма анлăлатма, çĕнĕ тус-юлташсем тупма пулăшать  Унсăр пуçне хĕрсем сцена çинче хăйсене тытма, ташлама вĕренеççĕ,  артист ăсталăхне алла илеççĕ. Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче «Атăл тăрăхĕнчи Татьяна» конкурс тăваттăмĕш хут иртет. Кăçал унта 6 хĕр хутшăнать. «Çĕнтерĕве алăран вĕçертес марччĕ, çитес çул та Таньăсем Шупашкара пухăнасса шанатăп» - тет Татьяна Соколова. Чăваш пикине эпир те ăнăçу сунатпăр.