Хăйсене шанса панă ачасен пуласлăхĕшĕн яваплă пулнине туйса тăрăшаççĕ

Ача сачĕ те, пуçламăш шкул та. Шупашкарти 3-мĕш вĕренÿ учрежденинче сывлăхĕ хавшак ачасем ăс пухаççĕ. 80 ытла проценчĕ - инвалидсем. Вĕсемпе чăтăмлă та ырă кăмăллă специалистсем ĕçлеççĕ.

Надежда Александрова, Никита Углев  

Гросс тренажерĕ пулăшнипе Тимурпа Марина утма хăнăхаççĕ. Хальлĕхе вĕсене кашни утăм йывăрлăх кÿрет. Шалкăм çапнипе аптракан ачасене хăйсене самантлăха та пулин ирĕк туйни килĕшет.

Сиплев физкультурин кабинетĕнче Вера Михайлова 22 çул инструкторта тăрăшать. Çак ĕçре ăна ачасен сывлăхĕ куç умĕнчех çирĕпленсе пыни хавхалантарса пырать.

Кунта тем тĕрлĕ тренажер та пур. Вĕсем пурте ачасене йывăр чире çĕнтерме пулăшаççĕ. Ипатренажер, сăмахран, чăн-чăн лашана аса илтерет. Çак костюм вара космонавт тумĕ евĕр. Ăна тăхăнса ачасем утма вĕренеççĕ.

Ачасем çавăн пекех бассейнра вăхăта ирттерме юратаççĕ. Кунта пĕлтĕр юсав тунă. Халĕ вентиляци системи аван ĕçлет. 3-мĕш шкулта ку вĕренÿ çулĕнче аутист ачасене пĕр класа пухнă. Çакă вĕсене тантăшĕсемпе тан аталанма май парать. Уроксене Елена Петрова педагог пĕччен мар, психологпа тата тьютерпа пĕрле ирттерет. Çак ачасем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем кирек хăш вăхăтра тăрса утса кайма пултараççĕ. Ун пек чухне вĕрентекен пурне те канма ирĕк парать, ачасене лăплантарать.

Монтессори кабинечĕ те кăсăклă. Кунта тĕрлĕ хурăмлă япала пур. Куç курманнисем валли меллĕ вĕсем. Кирилл Степанов - «мраморлă арçын ача». Унăн куçĕсем пачах курмаççĕ теме пулать. Анчах та кунти хатĕрсем пулăшнипе вăл тĕссене уйăрма пултарать. Спорт залĕ те пушă тăмасть. Кунта тăтăшах вăйăсем ирттереççĕ. Ачасем «бочча», «дартс»  тата «джаколо» выляма кăмăллаççĕ. Педагогсен тата  ашшĕ-амăшĕн тĕп тĕллевĕ - сусăр ачасене ыттисемпе тан вĕренме майсем туса парасси.

Шкулта «Солнечный зайчик» кану центрĕ те йĕркеленĕ. Унта куç курман тата хăлха илтмен ачасем те, аслисем те килсе çӳреççĕ. Пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйтăва татса параççĕ. Вĕсенчен пĕри – Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн 3 курс студенчĕ Артем Абрамов. Людвиг йыттипе вĕсем яланах кĕтнĕ хăна. Шкулта йывăрлăха парăнман çынсем пуçтарăннă. Вĕсем хăйсене шанса панă ачасен пуласлăхĕшĕн яваплă пулнине туйса тăрăшаççĕ.