Комсомольски районĕнче сĕт тирпейлекен кооператив ăнăçлă аталанать

Халăхран пуçтаракан сĕт хакĕпе çыхăннă ыйту республикăра тăтăшах çивĕчленет. Хальхи вăхăтра та вăл чĕр тавар туса илекенсене хытă хумхантарать. Ку кăткăс ыйтăва татса памалли çул-йĕрсенчен пĕри - кооперативсем йĕркелени, теççĕ специалистсем.  Каçал тăрăхĕнче шăпах çакăн евĕр пĕрлешÿ ăнăçлă аталанать.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Ял хуçалăх кооперативĕсем кашни районта пулмалла, теççĕ влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем. Чи пĕлтерĕшли, патшалăх вĕсене йĕркелеме çеç мар, аталанма та пулăшать. Ку тĕллевпе ятарлă программа пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн кооперативсем 70 миллион тенкĕ таран грант илме пултараççĕ.

Каçал тăрăхĕнчи «Агромол» кооператива 2013 çулта пуçарса янă. Кунта халăхран тата хуçалăхсенчен сĕт пуçтарса тĕрлĕ юр-вар хатĕрлеççĕ. Продукцие хамăр республикăра çеç мар, республика тулашĕнче те сутаççĕ. 

Кооператив вăй илсе пынă май, производство хăватне те ÿстереççĕ. Юнашар çĕнĕ цех тума пуçланă. Ăна çулла хута ярасшăн. Пĕлтĕр «Агромол» кооператив 15 миллион тенкĕ грант тивĕçнĕ. Унпа тĕрлĕ хатĕр тата техника туянасшăн.

2016 çултанпа республикăра патшалăх программипе виçĕ кооператив усă курнă. Кăçал тата пилĕк предприяти грант укçине тивĕçнĕ.  Çак тĕллев валли республика хыснинчен 55 миллион тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесен пĕрлешÿн пĕр çултан сахал мар ĕçлемелле. Ялти усламçăсенчен ку тĕлĕшпе заявленисем малалла йышăнаççĕ. Тивĕçлисене конкурс кăтартăвĕсем тăрăх палăртĕç.