Шупашкарта картиш тирпейлекенсене кашни уйăхра чыслаççĕ

Вĕсем подъездсемпе çуртсен картишĕнчи тасалăхшăн яваплă. Кашни кунах хулана тирпейлĕрех тăвас тесе тăрăшаççĕ. Сăмах дворниксем пирки пырать. Вĕсене хавхалантарас тесе Шупашкар администрацийĕ иккĕмĕш çул ятарлă конкурс ирттерет. Тĕплĕнрех ― сюжетра.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Трактор тăвакансен проспектĕнчи 78-мĕш çурт картишĕнчи çулсем яланах таса. Кунти тротуарсем çине юр пĕрчи те хăраса кăна ӳкет, тейĕн. Çурт таврашне ир пуçласа каçчен Галина Селянкина тирпейлесе тăрать.
Кадыков урамĕнчи 28-мĕш çурт картишне вара чылай çул пĕр улшăнмасăр Зинаида Иванова тирпейлесе тăрать. Яваплă ĕçре ĕлкĕрес тесе çĕр çывăрмасăр та нумай вăй хунине калать.

Тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Зинаида Николаевна чылай тав хутне тивĕçне. Пĕлтĕр ăна коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен пĕрлешĕвĕн медалĕпе чысланă. Вăл тасатса тăракан çуртра пурăнакансем те унпа кăмăллă.
Чи тăрăшуллă дворниксене Шупашкарта кашни уйăхрах палăртаççĕ. Малтанах хулан тĕрлĕ районĕнчи ятарлă комиссисем конкурса хутшăнакан çуртсен картишĕсенчи тасалăха тĕрĕслеççĕ, унтан çĕнтерӳçĕсене палăртаççĕ.
Кăрлач уйăхĕнче чи лайăх дворнике палăртакан конкурса Калинин районĕнчен 9 çын кăна хутшăннă. Çавăнпа та ятарлă премие тивĕçес шанăç кунта пурин те пысăк.