Республикăри хресченсем чĕр тавар йÿнелнишĕн пăшăрханаççĕ

Усрамалла е сутмалла? Çакнашкал ыйту паян ĕне усракансене канăç памасть.  Республикăра халăхран пуçтаракан  сĕт хакĕ чылай йÿнелнĕ. Паян вăл нумай районта 13 тенкĕпе çеç танлашать.  Лавккара вара 900 граммне 57 тенкĕпе сутаççĕ.  Сĕт хакĕ малалла та чакĕ-и? Ял çыннисем кун пирки мĕн калаçаççĕ тата Правительствăра хресченсене мĕн сĕнеççĕ? Ку ыйтусемпе Леонид Петров корреспондент кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Оксана Замятина, Никита Углев

Ирхи 3 сехет те 45 минут. Ял çыннисем тул çутăличченех сĕт пама тухаççĕ.

Уйпуç Ялтăрана пĕр кун сиктерсе ирхи 4 сехет тĕлне Пăрачкав районĕнчен сĕт пуçтаракан машин килет. Ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ чĕр тавара çак предпринимателе пама тăрăшать. Тепĕр усламçă та пур. Анчах та вăл пĕр тенкĕ йÿнерех тÿлет.

Пахалăхне тĕрĕсленĕ хыççăн сĕт пичкене ăсанать. Предприниматель ял çыннисемпе çийĕнчех тÿлесе татăлать. Халăх хумханни палăрать. Ахальтен мар, сĕт тата пĕр тенкĕ йÿнелнĕ иккен.

Сĕт йÿнелни фермерсемшĕн те йывăрлăх. Денис Харитонов хуçалăхĕнче 35 ĕне. Кунне 300-350 литр сăваççĕ. Выльăх шутне, çĕр лаптăкне ÿстерме хатĕр вăл, анчах хаксем тивĕçтерменни иккĕленÿ çуратать.

Республикăри сĕт пуçтаракан предприятисене чĕр таварăн 65 проценчĕ килти хушма хуçалăхсенчен килет. Ытти вара фермерсенчен. Кăткăс лару-тăру пирки Правительствăра пĕлеççĕ, сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтăва тăтăшах çĕклеççĕ.

Патшалăх предприятисене сĕте мĕнле хакпа илмеллине  хистеме пултараймасть. Чĕр тавара паян регион тулашĕнче тирпейлеççĕ. Заводсенче хатĕр продукци çителĕклĕ, ăна ниçта вырнаçтарма пĕлмеççĕ. Çак ыйтăва татса пама республикăра сĕт тирпейлемелли предприятисем уçăлни пулăшмалла. Вĕсенчен пĕрне кăçал хута яма палăртнă.  Тепĕр утăм - районсенче кооперативсем уçмалла.

Ял хуçалăх министрĕ сĕт пуçтаракансене чĕр тавар хакне чакармалла мар тесе чĕнсе каларĕ. Усламçăсемшĕн 1 литртан пĕр-икĕ тенкĕ тупăш туни те çителĕклĕ, терĕ вăл.