Шупашкарта тĕп юсав программи малалла пурнăçланать

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программăпа кăçал Шупашкарти Калинин районĕнчи 16 пÿрте çĕнетмелле. Хальхи вăхăтра Октябрĕн 50 çулĕн урамĕнчи 12-мĕш çуртра та хĕрÿ ĕç пырать.

Алиса Александрова, Михаил Солин

Çак çурта 1975 çулта хута янă та унтанпа пĕрре те тĕпрен юсаман. 2016-2017 çулсенче çутă, канализаци тытăмне улăштарнă, вĕри тата сивĕ шыв системине çĕнетнĕ. «Кивелсе тутăхнă пăрăхсемпе нушалансах çитрĕмĕр, слесаре е авари службине час-часах чĕнме тиветчĕ», - аса илеççĕ кунта пурăнакансем.

Улшăнусене тем пек кĕтнĕ кунта. Тен, çавăнпах тĕп юсав укçине пуçтарасси те 92 процентпа танлашать. Подрядчиксем ĕçе палăртнинчен маларах туса пĕтерес тесе тăрăшаççĕ. Район аминистрацинче çуртсене тĕпрен юсасси пурăнакансенчен нумай килет, теççĕ. „Фонд капремонта“ пĕрлешĕве тÿлесе тăракансен йышĕ 80 процентран сахал мар пулмалла.

2016 çулта Калинин районĕнче нумай хваттерлĕ 87 çурт юсанă, иртнĕ çул программăна тепĕр 16-шне кĕртнĕ. Октябрь 50 çулĕн урамĕнчи 12-мĕш çуртра та нумай ырă улшăну пулнă. Апла пулин те кунта пурăнакансем çакăнпа çеç çырлахасшăн мар.

Администраципе, подрядчиксемпе малашне те килĕштерсе ĕçлесе палăртнине пурнăçа кĕртессе шанаççĕ çуртра пурăнакансем.