Журналистсем, пичетпе çыхăну тытăмĕнче ĕçлекенсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне паллă турĕç

Иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетсе чи тивĕçлисене чысласси – калем ăстисемшĕн чăннипех те пысăк уяв.

Марина Карягина, Павел Иритков  
             
Килнисене уяв кăмăлĕ алăкран кĕнĕ-кĕменех ярса илчĕ: оркестр калакан хаваслă кĕвĕ тĕрлĕ курава йыхравларĕ. Чыслав пуçланиччен Михаил Игнатьев Республика Пуçлăхĕ Чăваш кĕнеке издательствин иртнĕ çул кун çути курнă кăларăмĕсемпе кăсăкланчĕ. 180 тĕслĕ тĕрлĕ литература хушшинче ăна ытларах ача-пăча валли тăван чĕлхепе пичетленнĕ кĕнекесен пахалăхĕ интереслентерчĕ. Уяв программи пуçлансан пухăннисене Республика Пуçлăхĕ саламласа кăткăс та яваплă ĕçре çĕнĕ ÿсĕмсем тума сунчĕ, хăй журналистсене шаннине палăртрĕ. Пичетре нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн „Советская Чувашия“ хаçатăн тишкерÿçи Алена Ткач, „Чебоксарские новости“ хаçатăн тишкерÿçи Вера Фомылина тата „СВ-Пресс“ издательствăн пуçлăхĕ Александр Вражкин „Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ“ хисеплĕ ята тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин информаци министрĕ Александр Иванов иртнĕ çул çитĕнĕвĕсем тата килес çул мĕн тума палăртни çинчен каласа пачĕ. Чылайăшĕ Раççей тата республика шайĕнчи Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕç пулчĕ. Журналистсен пĕрлĕхĕ çулсерен паракан виçĕ преми лауреачĕсене уйрăмах тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Çемен Элкер ячĕллĕ премие „Грани“ хаçатăн пай редакторне  Ирина Павлована тата Наци радиовĕн аслă редакторне Алина Герасимовăна пачĕç.

Журналистсен Николай Никольский ячĕллĕ премине „Халăх шкулĕ“ журналăн редакторĕ Олег Кульевпа Чăваш наци музейĕн ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева тивĕçрĕç. Виççĕмĕш премие вара, Леонид Ильин ячĕпе хисепленекеннине, „Чувашия“ Патшалăх телерадиокомпанийĕн радио корреспонденчĕ Ирина Паргеевана пама йышăннă.

Çавăн пекех „Чăваш Ен“ террора хирĕç“ конкурса, Чăваш театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă ăмăртăва пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн ĕçтешсем те – Надежда Андреевапа Алексей Енейкин.

Пирĕн журналистсен пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вĕсем хушшинче юрăçсем те пур. Шăпах вĕсем çамрăк артистсемпе пĕрле уяв каçне икĕ хут ытларах хаваслăхпа илем кÿчĕç.