Шупашкарта вырăс культурин куравĕ уçăлчĕ

Вырăс культурин пуянлăхĕпе тата авалхи ăсталăхĕпе тĕплĕн паллашма май пур. Халăхсен туслăх çуртĕнче хăйне евĕр ăстасен ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Ăна Чăваш Енри паллă маçтăрсем хатĕрленĕ.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Иртнĕ ĕмĕрсенче кашни çемьере тенĕ пекех кил-çуртра усă курмалли хатĕрсем ăсталакан маçтăрсем пулнă. Халĕ вара авалхи пултарулăхра чун киленĕçне тупакансем ялсенче те сахаллăн юлнă. Вĕсенчен пĕри ― Çĕрпӳ районĕнче пурăнакан Анатолий Григорьев.  Чăваш республикинчи паллă маçтăр кашни кунах хăва хуллинчен темиçе карçинкка явса çыхать.

Курава вырăс культурине халалланă пулсан та, çак ĕçсен авторĕсем пурте чăвашсем. Тĕрлĕ халăх ĕлĕкренех пĕр евĕр ĕçпе пурăннă.

Ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка куçса пынă ăсталăх нихăçан та манăçас çук, теççĕ маçтăрсем. Çак хитре савăт-сапапа сĕтел-пукан халĕ те 2-3 ĕмĕр каяллахи пекех кил-çурта илемлетекен хаклă экспонатсен йышĕнче. Вĕсене тумашкăн вара паян килтен тухмасăрах - компьютер умĕнче вĕренме пулать. Кăмăл çеç пултăр.  Анчах та малтан ӳркенмесĕр хăва хулли касса килмелле. Ăна вĕрекен шывра пĕçерсе хуппине сӳмелле. Чылай чухне ăстасем шуратнă хулла та темиçе пая пайлаççĕ. Унран вара темле кăткăс япала та çыхаççĕ. Кунтах курма килекенсем мастер-классене те хутшăнма пултарчĕç. Куравра ÿнерĕн тĕрлĕ енне кăтартнă: йывăçран, тимĕртен, тăмран ăсталанă хатĕрсем, выльăх тирĕнчен çĕленĕ сумкăсемпе енчĕксем, пиçиххисемпе ал çыххисем, тĕртсе тунă кавирсем. Мари республикинчи ăстасем вара ĕлĕкхи керамика вăрттăнлăхĕсене тĕпе хурса калăпланă хăйне евĕрлĕ кӳлепесем илсе килнĕ.

Вырăс культурине халалланă курав нарăсăн 15-мĕшĕччен ĕçлет. Унпа кашни кăмăл тăвакан тӳлевсĕрех паллашма пултарать.