Çĕрпÿри издательство çурчĕ професси уявне çитĕнÿсемпе кĕтсе илет

Кăрлач уйăхĕ калем ăстисемшĕн уявсемпе пуян. Умлă-хыçлă Раççей, унтан Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тăваççĕ. Республикăра халĕ 177 массăлла информаци хатĕрĕ шутланать. Вĕсенчен ытларахăшĕ - тĕрлĕ хулапа районта тухса тăракан пичет кăларăмĕсем. Хаçат-журнал кăларас ĕç паян мĕнле аталанать, çырăнса илекенсен йышĕ чакман-и, кадр ыйтăвĕ пур-и? Çак ыйтусен тупсăмне шыраса пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Çĕрпÿри издательство çуртне çитрĕ.    

Леонид Петров, Никита Углев

Ирхи  8 сехет те 30 минут. Йăлана кĕнĕ йĕркепе „Çĕрпÿ хыпарçи“ хаçатра тăрăшакансен ĕç кунĕ тĕп редактор ирттерекен  планеркăран пуçланать. Кунта пичете хатĕрлекен статьясен темисене, журналистсен ăçта çула тухмаллине сÿтсе яваççĕ. Унтан тÿрех ĕçе пикенеççĕ. Хаçат кăларассипе куллен 4 корреспондентпа 4 дизайнер тăрăшать. Пÿлĕмре клавиатура, принтер сасси кăна илтĕнсе тăрать.

Специалистсем пурте пысăк опытлă: пичетре 20-30 çула яхăн вăй хураççĕ. Çĕрпÿри калем ăстисен ретĕнче чи çамрăкки Руслан Сайфутдинов редактор. Вăл редакцире икĕ çул каялла ĕçлеме пуçланă.

Çамрăк журналист шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçачĕпе çыхăну тытнă. Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетне пĕтерсен пĕр вăхăт Мускавра ĕçленĕ. Кĕçех тăван тăрăха таврăннă. Руслан ытларах социаллă темăсене, халăха канăç паман çивĕч ыйтусене çутатма кăмăллать. 
 
Малтан редакципе типографи уйрăм пулнă. 2002-мĕш çулта вĕсене пĕрлештернĕ. Хаçат паян 4 пин ытла  тиражпа тухать. Ку вăл лайăх кăтарту шутланать.

«Çĕрпÿ хыпарçи» пĕр çуртрах вырнаçнă типографире пичетленет. Вăл А-3 форматпа эрнере икĕ хут тухать. Ытларикун 4, эрнекун 8 полосапа. Издательство çуртĕнче ытти районсен хаçачĕсене те пичетлеççĕ. Çавăн пекех Чĕмпĕр облаçĕнчен, Мари Эл республикинчен саккассем йышăнаççĕ. Иртнĕ çул 9 миллион тенкĕ тупăш тунă. Предприятире вăтам ĕç укçи 20 пин тенкĕпе танлашать. Çавăнпа хаçатра тăрăшакансем малашлăха хăрамасăр пăхаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем лартаççĕ.