Шупашкар сăн-сăпачĕ çĕнелет

Хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче юхăннă çуртсене пăсаççĕ. Çынсене хăтлă хваттерсене куçарас ĕç мĕнле пулса пырать тата ку енĕпе йывăрлăхсем пур-и? Хуравĕ - черетлĕ сюжетра.

Алексей Енейкин, Ирина Ромадова, Игорь Ульянов

 
Кăнтăр поселокĕ, Йăлăм, хула варри тата Кăнтăр - хĕвеланăç районĕ. Шупашкарта юхăннă çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерпе тивĕçтермелли программа харăсах темиçе вырăнта вăй илсе пырать. Улма-çырла урамĕнчи çак çуртсене те 60 çул каяллах лартнă. Çуллаччен вĕсене пăсма палăртнă. Хальлĕхе кунти 31-мĕш çурта çĕрпе тикĕсленĕ. 33-мĕш пӳрте пăсма пуçланă. Ун хыççăн тепĕр икĕ хутлă тăватă çурта салатмалла.

Улма-çырла урамĕнчи 33-мĕш çуртра 8 çемье пурăннă. Вĕсенчен 7-шĕ Ленинла Комсомол урамĕнчи çĕнĕ пӳрте куçнă. Пĕр çемье администраципе сутлашса ку тăрăхри урăх хваттере пурăнма кĕнĕ. Юхăннă çуртсенче пурăнакансем урăх çĕре куçас килменнипе час-часах сута параççĕ. Нумай пулмасть, пĕр çын хăйĕн Шупашкарти кивĕ хваттерĕшĕн Севастопольте çĕнĕ хваттерпе çĕр лаптăкĕ ыйтнă. Çакă саккуна хирĕçлет. Çапах та, нумайăшĕ улшăнусене ăнланса йышăнать. Пĕтĕмпе çуллаччен тĕп хуламăрта 263 çурт пăсма палăртнă. Паянхи куна çуррине яхăн ишĕлтернĕ. Çитес вăхăтра ку вырăнта нумай хутлă çуртсем ÿссе лармалла. Хăш-пĕр çĕр лаптăкне нумай ачаллă çемьесене парĕç. Урамсене вара сарлакалатма шутланă.