Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулĕ валли  тăватă ăратлă урхамах туяннă

Çакна валли миллион тенке яхăн республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Халĕ тăватă ураллă спортсменсене  тренировкăна кăларма хатĕрленеççĕ, ятарлă план тăваççĕ. Малашне вĕсем ăмăртусене хутшăнма пултараççĕ, анчах унччен чĕлхесĕр янаварсене çĕнĕ вырăна хăнăхтармалла.

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Михаил Солин

Икĕ ăйăр голштин ăратлă - Ватерлоо тата Фалькор ятлăскерсем, кастарнă  ăйăр - Проф де Стенд,  тракенен кĕсрине вара  Мечта поэта тесе чĕнеççĕ. Вĕсене Смоленск облаçĕнчен илсе килнĕ. Унччен   çĕнĕшупашкарсен ăмăртусене  20 çултан иртнĕ лашасене илсе тухма тивнĕ.

Хальлĕхе янаварсем çĕнĕ вырăна хăнăхаççĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсене спорт ăмăртăвĕсене хатĕрлеме пуçлĕç. Специалистсем кашнин валли тренировка планĕ хатĕрлеççĕ. Ку - хăвăрт пулакан ĕç мар, çавăнпа  лашасене ăмăртусенче тепĕр çулталăк  çурăран е 2 çултан кăна  курма май пулĕ.

Фалькорпа Ватерлоо ăратлă ăйăрсем - чи çамрăккисем. Вĕсем  хальлĕхе ютшăнарах параççĕ. Фалькора кунта Федя тесе чĕнеççĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтернĕ Дарья Вениаминова тренер шăпах унпа ĕçлет. Ăйăра çулталăк вĕçĕнче кăна йĕнерлеме пултарĕç. Тепĕр ăйăр -  Проф де Стенд, кунтилле - Проф. Вăл 6 çулта,  питĕ йăрă та хастар,  теççĕ ун пирки.

Çывăх вăхăтрах шкула тата тепĕр 3 лаша илсе килме палăртнă. Спортсменсен ăмăртусене хутшăнмалли майсем  те лайăхланĕç.