Республикăра çĕршыв пуçлăхĕн суйлавĕнчи кандидат пулас текенсемшĕн алă пустармалли тапхăр иртет

Раççей президенчĕн суйлав кампанийĕнче çĕршыв пуçлăхĕ пулас текенсем хальлĕхе 17-ĕн. Вăл шутра хăйсене хăйсем кандидата тăратнă 2 çын. Халĕ мĕн-пур регионта вĕсемшĕн алă пусмалли тапхăр пырать. Чăваш Енре çак ĕç мĕнле иртни пирки пирĕн сюжетра.

Надежда Александрова, Светлана Позднякова, Михаил Солин, Никита Углев  

Алă пуснине пуçтарма çĕнĕ çул уявĕсенчех пуçланă. Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿсемех Чăваш Енре çĕршыв пуласлăхĕшĕн хумханакан нумай çын пурăннине кăтартса панă. Григорий Явлинский штабĕнче лăпкă та ĕçлĕ лару-тăру. Кашни хута кунта тĕплĕ тĕрĕслеççĕ: ахаль пăхса тата ятарлă программăсемпе. Хăйсен нормативне (икĕ пин те пилĕкçĕр çын алă пуснине республикăра кĕске вăхăтра пурнăçланă. Çакăн валли икĕ эрне ытларах çеç кирлĕ пулнă. «Яблоко» партин регионти уйрăмĕн ертÿçи Владислав Аркадьев палăртнă тăрăх, ĕç лăпкă, пăтăрмахсемсĕр иртнĕ. Чăн та, волонтерсен нумай çынна ăнлантарма тивнĕ. Сăмахран, камшăн алă пуснă суйлавра çавăншăнах сасăламалла-и? Темиçе кандидатшăн алă пусма юрать-и тата ытти те. Ксения Собчак штабĕнче те хĕрÿ ĕç пырать. Республикăри хастарсем алă пустарассипе плана тултарнă 10 регион йышне кĕнĕ. Çавна май Чăваш Енри çынсем пулас кандидата тÿрремĕн ыйтусем пама пултарчĕç.

Собчак штабĕн республикăри координаторĕ Дарья Комарова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки кунсенче волонтерсен шучĕ самай ӳснĕ. Вĕсем кунне 700 çын таран алă пустарнă. Республикăра ку енĕпе малалла та ĕçлĕç. Çапах та тĕп вăйа кӳршĕллĕ Мари республикине куçарĕç.

Хăйсене хăйсем кандидата тăратнисен çĕршывĕпе вĕсемшĕн майлă пулнă 300 пин çынна палăртмалла. Владимир Путиншăн алă пустаракан хастарсем çакна канмалли кунра тума «Единая Россия» партин йышăну пӳлĕмĕсене уйăрма ыйтнă. Вĕсене Раççейĕпе пĕр кунра çеç 200 ытла пин çын пынă. Чăваш Енре те халăх йышлă пулнă.
Кунта аслă çултисене те, çамрăксене те курма пулчĕ. Çак куна Раççейре Владимир Путиншăн алă пустармалли пĕрлехи кун тесе йышăннă.  

Юлашки документсене Раççейĕн тĕп суйлав комиссийĕнче кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче йышăнĕç. Ун хыççăн экспертсем ĕçе тытăнĕç: почерковедсем, Шалти ĕçсен тата Хÿтĕлев министерствисенче тăрăшакансем. 10 кун виçĕ сменăпа 100-е яхăн специалист Раççей çыннисен автографĕсене суйласа илсе тĕрĕслĕ.