Шупашкар районĕнче таврапĕлÿ музейĕ уçăлчĕ

Чăваш Енĕн туризм картти çинчи çĕнĕ объект. Шупашкар районĕнчи Станьяльте таврапĕлӳ кĕтесĕ уçăлчĕ. Вăл этнокомплексра вырнаçнă. Музее экспонатсемпе Вырăс географи пĕрлĕхĕ, республикăри аслă шкулсем тата ял çыннисем тивĕçтернĕ. Кунта сĕм авалтан пуçласа 20-мĕш ĕмĕр таранхи япаласене курма пулать.
 
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Михаил Солин
 
Хăнасене музейра çăкăр-тăварпа тата юрă-ташăпа кĕтсе илеççĕ. Ылтăн Урта вăхăтĕнченех çак вырăнтан Мускав -Хусан суту-илӳ çулĕ выртнă - купсасем тавар турттарнă.  Иртен-çÿренсем вара Станьяльте чарăннă. Каярахпа, 18-мĕш ĕмĕрте кунта Владимир çулĕ пулнă. Ун тăрăх айăпланнисене Çĕпĕре илсе кайнă. Çавăн чухнех ялта почта тата ямшăк станцийĕсем уçăлнă. Вĕсем пĕтĕм Раççейĕпех паллă пулнă. Кунти ямшăксем питĕ хăвăрт çӳренĕ, тет. Вĕсен ĕç-хĕлне музейра та сăнланă. Ку вăл юлашки ямшăкăн Мирон Погодейкинăн сăн ӳкерчĕкĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн лаша вити пулнă. Станьяльте тăтăшах паллă çынсем чарăннă - писательсем, ăсчахсем, патша йăхĕнчи çынсем тата ыттисем те. Александр Пушкин çĕр каçнă хыççăн вара ку тăрăхра вырăссен аслă поэчĕ сăнлă ачасем çуралнă тесе халĕ те шÿтлеççĕ.

Экспонатсене Гуманитари институчĕ, Чăваш патшалăх университечĕ, Хусанти археологи институчĕ пуçтарма пулăшнă, ялта пурăнакансем те аякра юлман. Музея пуçарса яраканĕсенчен пĕри - республикăри таврапĕлӳçĕсен союзĕн ертÿçи Сергей Сорокин. Вăл çурта тăвас тесе нумай тăрăшнă, чылай экспонта хăй тĕллĕн туяннă.

Станьяльте кивĕ çуртсене, почта тата ямшăк станцийĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратасшăн, вĕсемпе туристсене паллаштарасшăн. Музей экспозицийĕ темиçе пайран тăрать: 10-мĕш ĕмĕрти тимĕрçĕ ăсталăхĕн япалисем, 12-мĕш ĕмĕрти çар ĕçĕ, 16-17- мĕш ĕмĕрсенчи платник хатĕрĕсем, 19- мĕш ĕмĕрти суту-илӳ тата сăра вĕретни. 

Этнокомплекса йĕркелекенсен тĕллевĕсем пысăк - кунта кафе тата хăна çурчĕ уçасшăн. Ун хыççăн килсе курас кăмăллă туристсен шучĕ те ӳсесси куçкĕрет.