«Паха тĕрĕ» юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет

Вĕсем чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуласлăхне курасчĕ теççĕ. «Паха тĕрĕ» фабрика ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 95 çул çитет.


Алексей Енейкин, Никита Углев


Ку предприятире паян 90 яхăн çын тăрăшать. Вĕсен тĕллевĕ ―халăх ăсталăхне упраса пырса чăваш культурине пуянлатасси. Шанчăклă алăри пĕрлешÿ аталану çулĕпе çирĕп утать. Ĕç калăпăшне ӳстерсе пынипе пĕрлех ятне-сумне те çĕклет. Чи пахи ― тĕрлĕ конкурспа уроксем йĕркелесе çитĕнекен ăрăва тĕрĕ ăсталăхне явăçтарать. Нумай пулмасть, фабрика Мускавра иртнĕ халăх пултарулăхĕн «Ладья» курав-конкурсне хутшăннă. 68 регион йышĕнче пĕр номинацире çĕнтернĕ.


Черетлĕ çуралнă кунне паллă тума вара ал ăстисем влаçра тимлекенсене те чĕннĕ. Уявра çак пархатарлă та яваплă ĕçре пысăк çитĕнӳ тунисене хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç. Халĕ фабрика 95 çулхи юбилейне халалласа регионсем хушшинчи «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» ятпа пултарулăх конкурсне йĕркелет. Ĕçсене пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен Кӳкеçри Бичурин ячĕллĕ музейра йышăнаççĕ.