Шупашкарти усламçă Çĕрпÿ районĕнче агрофирма аталантарать

Хуçалăха юхăнма паман. Çĕрпÿ районĕнчи «Рассвет» предприяти панкрута тухнă хыççăн унти ĕçсене тĕп хулари пĕр предприниматель алла илнĕ. Пĕрлешÿре паян мĕн енĕпе тăрăшаççĕ тата ял хуçалăхне укçа-тенкĕ хывнин усси пур-и? Çак ыйтусемпе Леонид Петров корреспондент вырăна çитсе кăсăкланчĕ.      
    
Леонид Петров, Никита Углев     

2 çул каялла çеç йĕркеленнĕ агрофирма паян тулли хăватпа ĕçлет темелле. Кунта тыр пул туса илнипе пĕрлех тĕрлĕ кĕрпе, выльăх-чĕрлĕх валли тутлăхлă хутăшсем, комбикорм кăлараççĕ. Хуçалăх ертÿçи Дмитрий Лубкин тырă хакĕ тивĕçтерменнипе ку енĕпе ĕçлеме тытăннă. Предприниматель  2015 çулта «Рассвет» пĕрлешÿрен «Вурнарец» хуçалăха куçнă çĕрпе çуртсене туяннă. Цехсенче реконструкци туса  пĕчĕк завод йĕркеленĕ. Çакăн валли 15 миллион тенкĕ тăккаланă. Укçа банкран кивçен илнĕ.

Предприятире 20 яхăн çын тăрăшать. Ытларахăшĕ таврари ялсенче пурăнакансем. Кÿршĕллĕ Куславкка районĕнчен килекенсем те пур. Аякрисем валли  общежити хута янă. Ĕç укçи тивĕçтерет - вăтамран 15 пин тенкĕ тÿлеççĕ.

Продукцие хамăр республикăра çеç мар, ытти регионсенче те туянаççĕ. Хуçалăх Хусанпа, Чулхулапа çыхăну тытать. Нумай пулмасть Коми республикипе килештерсе ĕçлеме пуçланă. Пысăк хуласене çулталăкне 300 тонна кĕрпе ăсанать. Предприяти паян 600 гектар çинче тыр-пул туса илет. Техника çителĕклĕ. Çывăх вăхăтра ертÿçĕ тырă турттармалли йывăр тиевлĕ машин туянас ĕмĕтлĕ. Çапла хуçалăхра тепĕр ĕç вырăнĕ хушăнĕ.