Чăваш Енре Кăшарнире шыва кĕмелли вырăнсем йĕркелеççĕ

Çитес эрнекун православи çыннисем Кăшарни паллă тăваççĕ. Уява хатĕрленсе кашни ял-хулара тенĕ пекех шыва кĕрекенсем валли ваксем касаççĕ. Шупашкарта яланхи пекех Çветтуй Троица ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕ çумĕнче 4 купель хатĕрлеççĕ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

«Инженерная защита» пĕрлешӳре тăрăшакансем çак кунсенче Атăл хĕрринче ваксем касма хатĕрленеççĕ. Анчах та, ку ĕçе пуçличчен малтан кунти пăра хулăнлатма палăртнă. Хĕл пуçламăшĕнче çанталăк ăшă тăнăран вăл кирлĕ чухлĕ шăнса ĕлкĕреймен.

Кунта шыва кĕрекенсене меллĕ пултăр тесе саксем, хывăнса тăхăнмалли тата ăшăнмалли пӳлĕмсем хатĕрлеççĕ, хăмаран сукмаксем сараççĕ. Кашни вакках йывăç ещĕк антараççĕ. Унта кĕрсе тухмалли картлашкасем пулаççĕ. Хатĕрленӳ ĕçĕ çитес юнкун вĕçленмелле.

Шупашкарти çветтуй Троица ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕ çумĕнче те çăлавçăсемпе йĕрке хуралçисем тата тухтăрсем кăрлачăн 18-мĕшĕнче кăнтăрла ĕçлеме пуçлаççĕ. Пăрлă шывăн сиплĕ вăйне ĕненекенсем вара çывăхри вакăра тахçанах чӳхенме пуçланă.