Республика Пуçлăхĕ çĕнелнĕ строительство техникумне çитсе курчĕ

Шупашкарти строительство техникумĕнчи студентсем хальхи йышши хатĕрсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Вăл шутра хĕвел тата çил хăвачĕпе усă курма вĕренеççĕ. Çĕнĕлĕхе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хакларĕ.

Вероника Павлова, Виктор Степанов

Строительство техникумĕнче 2 пин ытла студент пĕлÿ илет. Кунта 20 специальноçпе 7 профессие вĕрентеççĕ. Халĕ çамрăксене тĕрлĕ ăслăлăха алла илме тата меллĕрех – пÿлĕмсене хăтлăлатнă, çĕнĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Техникумра нумай функциллĕ «Ăслă çурт» ĕçлет. Ăна хута яма 20 миллион тенкĕ тăккаланă. Студентсене ăшă тата шыв мĕнле перекетлемеллине ăнлантараççĕ. Çамрăксем хăйсем те ăслă техника тума хăнăхаççĕ.

Çĕнĕлĕхсем пурнăçа самай çăмăллăх кÿреççĕ. Малашне çакăн евĕр ăслă техника кашни кил-çуртра пулмалла, теççĕ кунта ĕçлекенсем.

Иртнĕ çулсенче строительство техникумĕнче 5 çĕнĕ лаборатори хута кайнă. Вĕсенче, сăмахран, çамрăксене хĕвел тата çил вăйĕпе усă курма хăнăхтараççĕ. Вĕренÿ заведенинче ăсталăха туптамалли майсем çителĕклĕ.

Пĕлтĕр строительство техникумĕнче професси ăсталăхĕн республикăри конкурсне ирттернĕ. Çамрăксем çурт-йĕре ăшăтас, хăна çурчĕн ĕçне йĕркелес, геодези тата сантехника енĕпе тупăшнă. Халĕ чи пултаруллă çамрăксем Сахалин облаçĕнче пулакан «WorldSkills Russia» ăмăртура республика чысне хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ.