Тĕп хулара пурăнакана машинне штрафстоянкăран тÿрех парса яман

Ирĕк паман вырăнта машинне лартса хăварнипе тĕп хулара пурăнакан канăçне çухатнă. Çакă мĕнпе çыхăннине Леонид Петров корреспондент уçăмлатма тăрăшрĕ. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Ĕç-пуç раштав уйăхĕнчех Бабушкин тăкăрлăкĕнчи 8-мĕш çурт çывăхĕнче пулса иртнĕ. Роман Ильин машинне çул хĕрринче лартса хăварнă. Каялла таврăнсан вара „тимĕр учĕ“ вырăнта çуккине асăрханă. Кĕçех автомобиле эвакуаторпа штрафстоянкăна тиесе кайни палăрнă. Водитель сăмахĕпе, вăл çийĕнчех Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцине çул тытнă. Инспекторсенчен кирлĕ документсене алă пусса илсен, арçын машинне ирĕке кăларма Эгер бульварĕнче вырнаçнă штрафстоянкăна çитнĕ. Вăхăт 22 сехет иртнĕ пулнă. Анчах хуралçă автомобиле çав каçах парса яма килĕшмен. Роман Ильин çухалса кайман -  полицие чĕнсе илнĕ, саккунлă пурлăха тавăрмаççĕ тесе заявлени çырнă. Йĕрке хуралçисем ку ыйтăва икĕ эрнере пăхса тухма шантарнă. Çапла вара водитель тепĕр кунне çеç машинлă пулать.

Пирĕн пултарулăх ушкăнне те явăçтарнă калаçура тавлашакан енсем протоколсене тепĕр хутччен тĕрĕслерĕç. Машина тавăрмалли документра, иккен, инспектор ирĕк панă тесе алă пусни пулмалла. Роман Ильинăнне шăпах çавна асăрхаймарăмăр та. Çавăнпа машина штраф стоянкăран илсе каяс тесен,  транспорт докуменчĕсемпе пĕрлех протоколти йĕркесем тулли пулмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарчĕç специалистсем.