Республикăра Раççей президенчĕ пулас текен кандидатшăн алă пусмалли пунктсем уçăлнă

Раççей президенчĕн суйлав кампанийĕ вăй илсе пырать. Тĕп суйлав комиссийĕнче çĕршыв пуçлăхĕ пулас текенсенчен документ йышăнмалли тапхăр вĕçленчĕ. 13 çын ятарлă счет уçнă. Халĕ вĕсен çынсене хăйсемшĕн алă пустарма юрать. Кандидатсенчен 11-шĕ тĕрлĕ партирен, 2-шĕ самовыдвиженецсем. Алă пустармалли пунктсем Чăваш Енре те уçăлнă. Вĕсенче республика çыннисем Владимир Путин майлă пулнине пĕлтерĕç. Хальхи президент пуш уйăхĕнче иртекен суйлава хăйĕн кăмăлĕпе хутшăнать. Çавăнпа унăн  унччен 300 пин сасă пуçтармалла.

Алиса Александрова, Анастасия Евгеньева, Виктор Степанов

Республика çыннисем çĕршывăн хальхи Президентне Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти 6 суту-илÿ центрне пырса тĕрев пама пултараççĕ. Çакăн валли ятарлă пунктсем йĕркеленĕ. Путиншăн пулнине пĕлтерес тесен паспорт кăтартмалла, анкета çырмалла. Ыйтусем пулсан - волонтерсем пулăшĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, çĕршывăн хальхи ертÿçине тепĕр хут суйлама шкул ачисенчен пуçласа пенсионерсем таранах хатĕр. Пĕр сехетрех 50 ытла çын Владимир Путиншăн алă пуснă.  «Хăш чух çынсен çумра паспорчĕ çук. Ун пек чух эпир миçеччен ĕçленине ыйтса пĕлеççĕ те килне документ илме васкаççĕ», - палăртаççĕ волонтерсем.  Раççейри кашни регионта самовыдвиженецшăн 7 пин те 500 çынран ытла мар алă пустармалла.

Çапла майпа Владимир Путиншăн кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕччен алă пусма пулĕ. Унсăр пуçне хальхи президентăн суйлав штабĕ çынсен шухăшне йăлана кĕнĕ йĕркепе - хваттерсем тăрăх çÿресе те пĕлес тĕллевлĕ.