Александр Васильев композитор çуралнăранпа 70 çул çитнĕ тĕле кĕнеке кун çути курчĕ

Пурăннă пулсан паллă композитор, Раççей  тата Чăваш республикин искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Васильев кăçал 70 çул тултармаллаччĕ. Çавна шута илсе ăста музыкçăна астăвакансем унăн çинчен кĕнеке кăларчĕç. Ăна çак кунсенче Наци библиотекинче пахаларĕç.

Надежда Александрова, Никита Углев 

Кĕнеке авторĕ Любовь Бушуева искусствовед 30 ытла çул паллă композиторăн пултарулăхне тĕпчет. Александр Васильев Тăвай районĕнчи Тăрмăшра çуралса ӳснĕ. Мĕн пĕчĕкрен музыкăна туртăннă.

Александр Васильев Гнесинсен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Нумай çул республикăри композиторсен союзне ертсе пынă, Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче тата Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсен йышĕнче Лолита Чекушкина, Николай Казаков тата ыттисем те. Юлташĕсем ăна тĕнчипе паллă композиторсемпе танлаштараççĕ.

Кĕнеке икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕнче паллă çынсен аса илĕвĕсем. Издани çавăн пекех тĕрлĕ документпа, сăн ÿкерчĕкпе пуян.

Кĕнеке 100 экземплярпа кăна пичетленсе тухнă пулин те çакă ÿнершĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм терĕç пухăннисем. Издани республика культурипе кăсăкланакансемшĕн усăллă пуласси куçкĕрет.