Чăваш чĕлхине сӳнме парас мар тесе ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсен «Аталану» ассоциацине йĕркеленĕ

Халĕ наци регионĕсенче шкул ачисене вĕренес килнĕ тăван чĕлхене хăйсене суйлама ирĕк панă. Пирĕн республикăра та ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн заявлени çырнă. Çакă мĕн патне илсе çитерĕ-ши? Тупсăмне чăваш пуплевне аталантарас тĕллевпе нумай пулмасть йĕркеленĕ «Аталану» ассоциацийĕн пухăвĕнче шырарĕç. Вăл ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенсене пĕрлештерет. Тĕплĕнрех Алексей Енейкин материалĕнче.

Алексей Енейкин

Тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем Наци библиотекинче пухăнчĕç. Семинарăн тĕп тĕллевĕ ― чăвашлăхшăн çунакан çынсене пĕрлештерсе хамăрăн тăван пуплевпе çырулăха, йăла-йĕркене аталантарасси. Тĕл пулăва ятарласа Эктор Алос-и-Фонт социолингвиста чĕннĕ. Вăл тĕрлĕ халăх чĕлхи çемьере тата шкулта мĕнле аталанни çинчен тата çак ĕçри чăрмавсемпе пулăшу мелĕсем пирки калаçрĕ. Тĕнчере чăвашсем йышлă пулнине палăртса пирĕн те тăван чĕлхе витĕмне ӳстермелли майсем çав тери пысăк пулнине каларĕ. Чăнах та, паян пĕр миллион çурă чăваш шутланать. Унсăр пуçне пирĕн республикăра пĕр тан чăвашла тата вырăсла патшалăх чĕлхисем. Çапах та çакă хальлĕхе кулленхи пурнăçра палăрасшăнах мар. Нумай çын темшĕн тăван чĕлхепе усă курмасть.

Чăваш чĕлхине сӳнме парас мар тесе нумай пулмасть ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсен «Аталану» ассоциацине йĕркеленĕ. Хулара ӳсекенсене чăвашла калаçтарас тĕллевпе ача-пăча клубне уçнă. Унта кашни эрнерех пуçтарăнаççĕ, хăйне евĕрлĕ уроксемпе  хăнăхтарусем ирттереççĕ. Çак ĕçе хутшăнакансен шучĕ майĕпен ÿссех пырать. Пĕрлешӳ хастарĕсем хăйсемпе пĕр шухăшлă çынсене шыраса ассоциаци ĕç-хĕлне тĕрлĕ социаллă тытăмра çутатаççĕ.

Шкул программинчи çĕнĕлĕх чылай ачара чăвашлăх туйăмне чакармĕ-ши теççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах республикăра чĕлхе ыйтăвĕпе тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла.

Паллă ĕнтĕ, темиçе чĕлхе пĕлни çыннăн ăс-хакăлне пуянлатать. Тăван халăх сăмахлăхне мансан вара ытти чĕлхене те ăша хывма йывăр терĕç „Аталану“ пĕрлешÿ хастарĕсем.