23 апреля 2018 14:42   -1°   $61.32 €75.65

10.01.2018 19:00

"Чăвашкино" йĕркеленнĕренпе 90 çул çитрĕ

Çак ятпа Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ, культура министерстви тата наци конгресĕ “„Чăвашкино“: иртнĕлĕх, хальхи, малашлăх““ ятпа çавра сĕтел ирттерчĕç.

Марина Карягина, Никита Углев

Чăваш халăхĕн 90 çул каяллах хăйĕн фильмĕсем пулни чăннипех те мăнаçлантарать. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă тапхăрта çуралса аталанма тытăннă „чĕрĕ фотографи“ ÿнерĕ Иоакинф Максимов-Кошкинский режиссера кăсăклантарса янă та, 1926 çулта экран çине хамăрăн „Атăлçи пăлхавçисем“ ятлă пĕрремĕш илемлĕ фильм тухнă. 1927 çулта республикăра „Чăвашкино“ трест уçнă, Максимов-Кошкинский ертсе пынипе унта чăваш пурнăçĕ çинчен 6 илемлĕ, 3 документлă фильм ÿкернĕ. Самана сулнăкĕсене пула малалла ку искусство пирĕн патра кирлĕ пек аталанайман, анчах Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхне йĕркелесе „Чăвашкинона“ çĕнĕрен уçсан, „Асам“ кинофестиваль ирттерме пуçласан Шупашкарти сценаристсемпе режиссерсем, операторсем каллех уйрăм хавхаланупа ĕçе кÿлĕнни сисĕнет.

Çапла, патшалăх пулăшăвĕ пур: 4 миллион – павильон тума, 6 миллион – фильмсем ÿкерме. Паллах, ятарлă темăпа: сăмахран, кăçал Иван Яковлев, Андриян Николаев, Максимов-Кошкинский, Тани Юн çинчен каласа кăтартакан ĕçсем экран çине тухас шанчăк пур.

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – сĕннĕ темăпа, уйăрса панă укçапа ÿкерме кама шанĕç? Çак шанăçа çĕнсе илес текенсем, ахăртнех, ăмăртăва хутшăнĕç, сценарисене ятарлă комисси вуласа хак парĕ. Пĕтĕм чăвашсен 2-мĕш „Асам“ кинофестивалĕнче Гран-прие тивĕçнĕ Владимир Карсаков режиссер та конкурса хутшăнас кăмăллă. Унăн халăх мĕнлерех фильмсене килĕштернине тĕпчесе пĕлмелли меслет те пур.

Çамрăк киноçăсен калаçăвĕнче вĕсем малашлăха хăрамасăр пăхни паларчĕ. Илтимĕр Ефремов оператор, Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхне ертсе пыраканăн çумĕ, паян хамарăн хулара ÿсекен ачасене чăн чăваш сăн-сăпатне мĕнле мелсемпе кăтартмалли пирки шухăшламаллине, тепĕр 5-10 çул хушшинче тĕнче шайĕнчи кинорынока тухасса шаннине пĕлтерчĕ.