Тĕп хулари гимназире нумай çул шкулти театр ăнăçлă ĕçлет

Шупашкарти 46-мĕш гимназире ырă йăла пур - çулталăк вĕçĕнче унти вĕренекенсем юмах лартаççĕ. Спектакле шкул ачисене тата сатике çӳрекенсене кăтартаççĕ. Ку хутĕнче шкулти театр сцена çине «Аладдинăн асамлă лампине» кăларнă.
 
Надежда Александрова, Виктор Степанов  
 
Шкулти театр «Чудаки» ятлă. Вăл 30 ытла çул ĕçлет. Унта пиллĕкмĕш класран пуçласа кашни кăмăл тăвакан пултарулăхне тĕрĕслеет. Вĕренекенсем хăйсемех тумсем çĕлеççĕ, декорацисем ăсталаççĕ. Спектакле сцена çине кăларма, паллах, вĕрентекенсем тата ашшĕ-ăмăшĕ пулăшаççĕ. Аладдин пирки юмаха 2 уйăх хатерленĕ. Кашни кун ачасем уроксем хыççăн репетицисем ирттернĕ. Вĕсен хĕвел тухăç ташшисене вĕренме тивнĕ. Юрă та сахал мар спектакльте, çавăнпа вăл питĕ кăсăклă пулса тухнă. Сергей Степанов 7-мĕш класра вĕренет. Ăна Упăте рольне шанса панă.

9-мĕш класра вĕренекен Аня Иванова та хăйĕн  ролĕпе кăмăллă. Вăл - Попугай. Ăна куçа йăмăхтаракан тумпа выляма шăрăх пулни кăна чăрмантарать.

Спектакле чăн малтан пĕрле вĕренекенсене тата ашшĕ-амăшне кăтартаççĕ. Ун хыççăн ытти шкулти тантăшĕсене тата ача сатне çӳрекенсене йыхравлаççĕ.