Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Федор Артамонов йывăçран тĕрлĕ кÿлепе ăсталать

Вăл чăваш халăх йăли-йĕркипе çыхăннă пулăмсене сăнлама юратать. 68 çулти маçтăра мĕн хавхалантарать-ха? Вероника Павлова корреспондент каласа кăтартать.

Вероника Павлова, Владимир Синдеев

Федор Александрович пиллĕкĕмĕш çул йывăçран кÿлепесем тăвать. Малтан ансат япаласенчен пуçланă, унтан тин çын кĕлеткисене ăсталама пикеннĕ. Вăл ытларах тăван халăхăн авалхи пурнăçне, хресченĕн çăмăл мар шăпине сăнлать. Ĕлĕк техника пулман, мĕн пур ĕçе алăпа тума тивнĕ. Вăкăр кÿлсе çĕр сухаланине, çурлапа тырă вырнине лайăх ас тăвать арçын.

Ĕçĕсенче халăхăн иртнĕ кун-çулне сăнлас тĕллев ăнсăртран çуралман ял çыннин. Çакна тума ăна чăвашлăх хĕлхемĕ çулран çул сÿнсе пыни хистенĕ.

Ĕлĕк ĕçлеме кăна мар, канма та вăхăт тупнă, тет маçтăр. Каçсерен улах ларнă. Акă, хĕрсем тĕрĕ тĕрлеççĕ, пир тĕртеççĕ, каччăсем купăс калаççĕ. Федор Артамонов тĕрлĕ хайлаври сăнарсене те йывăçран чĕртме ăста. Кунта халăх юрринчи кукамипе кукаçине куратăн. Юнашарах Нарспипе Сетнер тĕл пулнă. Ку унăн юлашки ĕçĕсенчен пĕри.

Федор Артамонов хресчен кил-картишне икĕ эрне ăсталанă. Тахçан вăл хăй те çакăн евĕр лупас çуртра пурăннă. Инçех мар çил арманĕ авăрать. Ăна арçын ниçта пăхмасăр хăй ас тунă тăрăх касса кăларнă.

Илемлĕ кÿлепесемпе аслисем çеç мар, ачасем те кăсăкланаççĕ. Маçтăр хресчен картишне ялти шкул валли ятарласа тĕплĕн сăнарланă.

Асаттесемпе асаннесем мĕнле пурăннине çитĕнекен ăрăвăн пĕлмелле тесе шутлать Федор Артамонов. Çавăнпа вăл халăх-йăли йĕркипе, унăн пуян историйĕпе паллаштарас ĕçе аталантарас тĕллевлĕ.