Канашри çемье парăмçăсене кăларса янă хваттерте тĕпленĕ

Канаш хулинче пĕр баракра пурăнакансем Çĕнĕ çул умĕн кĕтмен парнене тивĕçнĕ. Малашне вĕсем хула варринчи çуртра тĕпленĕç. Хваттере çемьене вырăнти влаçсем мĕнле майпа уйăрни çинчен Леонид Петров корреспондент каласа кăтартать.

Леонид Петров, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев

Çак кивĕ çурта комисси 2006 çултах пурăнма юрăхсăр тесе йышăннă. Анчах та кунти çынсене хула влаçĕ хăтлă хваттерсене куçарма васкамасть. Баракра пурăнакансем халĕ те пÿлĕмсене вут хутса ăшăтаççĕ, шыв урамран витрепе йăтаççĕ. Çакнашкал майсенче Михайловсен çемйи 30 çула яхăн пурăннă. Вĕсен 80-мĕш çулсен вĕçĕнчех Карл Маркс урамĕнчи пĕр çуртра çĕнĕ хваттер илмелле пулнă, çапах та ырлăха кĕтсе илеймен. Нумай çул каялла куçса пĕтеймен вырăнта Михайловсем тинех тĕпленĕç. 

Икĕ пÿлĕмлĕ хваттер муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланать. Унччен кунта пурăннă çынсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеменшĕн сут йышăнăвĕпе кăларса янă. Вĕсен 250 пин тенкĕ парăм пухăнса кайнă. Явапсăр çемьене общежитире пÿлĕм уйăрнă. Вĕсен вырăнне вара Михайловсене регистрациленĕ.

Михайловсем халĕ хваттерте юсав тума хатĕрленеççĕ. Çитес вăхăтрах çемье тăван-пĕтене çĕнĕ пÿрте хăнана йыхравлама палăртать.