Муркаш районĕнче йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ

Çĕнĕ çул уявĕсем яланхи пекех спорт ăмăртăвĕсемпе пуян пулчĕç. Кашни район-хуларах йăлана кĕнĕ турнирсем иртрĕç. Муркаш тăрăхĕнчи хĕрÿ тупăшу пирки Алексей Енейкин каласа кăтартать.
 
Алексей Енейкин, Иван Макеев

Уяв кунĕсенче Муркаш районĕнче кашни кунах тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ. Шкул ачисемпе пĕрлех çитĕннисем волейболла, баскетболла, хоккейла вылярĕç. «Сывлăх» спорт шкулĕнче вара Раштава халалласа районти чи вăйлă волейбол ушкăнĕсем йăлана кĕнĕ тупăшăва пухăнчĕç.

2017 çулта район чемпионатĕнче çĕнтерӳшĕн 10 ушкăн ăмăртнă. Вăл йышра «Райбыт», «Москакасы», «Оринино» тата «МетПласт» командăсем мала тухнă пулнă. Халĕ вĕсем турнир кубокĕшĕн тупăшрĕç. Хĕрӳ вăйăра иртнĕ çулхи пекех орининсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшсем москакассисем пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна «МетПласт» тивĕçрĕ.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе чи лайăх тапăнса вылякан, хÿтĕлекен тата çыхăнтаракан спортсменсене те чысларĕç. Урамра вара тахçантанпа кĕтнĕ хоккей вăййи халăха пухрĕ. Кунта та 4 ял команди тупăшрĕ. Çĕнтерӳçĕсем сыпайкассисем пулчĕç.