Шупашкарти 4-мĕш гимназире вĕренекенсем ытти халăх йăли-йĕркипе спектакль урлă паллашаççĕ

Шкул ачисем вырăсла анчах мар, францусла та постановкăсем лартаççĕ. Çакăн пек пĕр премьерăна хаклама пирĕн пултарулăх ушкăнне  йыхравларĕç.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров
 
Улттăмĕш клас ачисем уйăх ытла Франци халăхĕн йăли-йĕркине тĕпченĕ, çи-пуç çĕленĕ. Постановкăра та асăннă çĕршыв чĕлхипе пуплеççĕ.

Юмах - çеçпĕл чечекĕ пирки. Тĕнчене килсен вăл тĕрлĕ ÿсен-тăранпа паллашать.  Вĕсем пурте хăйне евĕр илемлĕ. Çеçпĕл те капăр пуласшăн. Хăйĕн шурă тумне улăштарас тĕллевпе инçе çула тухса каять,  çулçÿревре тĕрлĕ лару-тăрăва çакланать.

Юмаха Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Александра Воробьева çырнă. Вăл ачасемпе ĕçлеме юратать, вĕрентекен пулма ĕмĕтленет. Пулас учитель спектакль кун çути куртăр тесе сахал мар тăрăшнă.

Çамрăк артистсем хăйсене сцена çинче чăн-чăн артист пек тыткалаççĕ.  Вĕсенчен пĕри - Дима Иванов ахаль те Франци çĕршывĕпе кăсăкланать.  Хăй мĕн пĕлнине спектакльте усă курма тăрăшнă.

Çамрăк артистсем урăх çĕршыв чĕлхипе пуплеççĕ пулин те, юмаха куçармасăрах ăнланма пулать. Вăл пурнăçра ыррине, таврари илеме сăнама вĕрентет. Хăйне мĕнле пулнă, çапла йышăнма пултарсан çеç тĕп сăнар телейне тупать.