21 января 2018 04:03   -12°   $56.59 €69.40

30.12.2017 12:15

Патăрьел районĕнче хальхи йышши ĕне ферми хута кайрĕ

Çĕнĕ çул умĕн Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче «Исток“ агрофирма çĕнĕ вите хута ячĕ. Пысăк савăнăçă унта ĕçлекенсемпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пĕрле пайларĕ.

Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин

„Исток“  - çитĕнÿсем тума ăнтăлакан хуçалăх.  Ял хуçалăх техникине, ферма çурчĕсене кунта çĕнетсех тăраççĕ, акакан çĕрсен лаптăкне те ÿстерсе пыраççĕ. 2015 çулхи çу уйăхĕнче агрофирма пысăк ĕçе пуçăннă - выльăх –чĕрлĕх комлексне тума пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен 200 пуç валли вите тата ĕне сумалли  зал хута янă. Халĕ акă мăйракаллă шултра выльăх валли тепĕр çурт хатĕрлесе çитернĕ.

Ферма тăвакансене патшалăх та пулăшать. Усă курнă укçан 30 процентне хуçалăха тавăрса параççĕ. Ĕçлекенсем улшăнусемпе кăмăллă. Çĕнĕ витере ăшă, çутă, таса, - теççĕ вĕсем.

Агрофирмăра 350 пуç сăвакан ĕне, çак йыша пысăклатса   пырас тĕллевле. Кăçал ăратлă 44 пушмак пăру туяннă. Пĕр ĕнерен 6 пин килона яхăн сĕт суса илеççĕ. Çак кăтартăва та çитес çулсенче ÿстермелле.