Çĕнĕ çул умĕн пирĕн пултарулăх ушкăнĕ хамăрăн ĕçтешĕн ачисене кучченеçсем парнелерĕ

Çĕнĕ çул ― асамлă вăхăт. Ăна пурте çемьепе, тăвансемпе тата тус-юлташсемпе кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Ачасем вара ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанса Хĕл мучирен парне кĕтеççĕ. Пирĕн телерадиокомпанире тăрăшакансем те çак ырă ĕçе хутшăнаççĕ. Корреспондентра ĕçленĕ Алена Павлован çурма тăлăха юлнă ачисене валли çулсерен кучченеç хатĕрлеççĕ.
 
Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Алена Павлова телевидение 2010-мĕш çулта килнĕччĕ. Ун чухне Кириллова хушаматпа çӳренĕ. Тепĕр икĕ çултан качча тухса малтан ывăл, 2015-мĕшĕнче вара йĕкĕреш хĕрсем çуратрĕ. Анчах та пепкисене хăй кураймарĕ. Больница вырăнĕ çинчен тăраймасăрах  пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ачисене вара тăванĕсем ӳстереççĕ. Çĕнĕ çул умĕн ырă йăлапа телевиденире Аленапа пĕрле ĕçленĕ çынсем пепкесене савăнăç кӳрес тесе кучченеç хатĕрлеççĕ. Асли ― Кирилл халĕ 5 çулта, кĕçĕннисем ― Кристинапа Вероника икĕ çул та 7 уйăхра. Пурте сатике çӳреççĕ. Вĕсене халĕ кукашшĕпе кукамăшĕ пăхаççĕ. Ачасем лăпкăлăхра, юратура ӳсеççĕ. Кукамăшне анне теççĕ.

Татьяна Николаевна халĕ мăшăрĕпе пĕрле мăнукĕсене ура çине тăратассишĕн пурăнатпăр, тет. Çак ĕçре хăйсене пулăшакансене тав сăмахĕ калать.