Çамрăксен театрĕнче хĕллехи юмах зал тулли куракан пуçтарать

Театрсем яланхи пекех Çĕнĕ çула ачасем валли асамлă премьерăсем хатĕрлеççĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче пур те пĕлекен вырăс халăх юмахĕ «Морозко» кун çути курнă.
 
Наталия Егорова, Александр Осипов, Владимир Синдеев

«Вырăсла мар кунта сирĕн, кун пек каймасть! Чĕлхи те тĕрĕс мар!», тет Баба Яга. Николай Коляда — Урал драматургĕ — пурте пĕлекен юмаха çĕнĕлле куçпа пăхнă. Ун чĕлхипе туйăмĕсем паянхи куна тĕлĕнмелле çывăх. Çавăнпа постановка ачасемшĕн те кăсăклă, çитĕннисене те шухăша ярать. Спектакле лартакан Василий Пектеев режиссёр Чăваш Енри театрсенче çĕнĕ çын мар. «Режиссёрпа художниксене чунтан тав тăвас килет. Чăн-чăн юмах, халиччен пĕлмен-курман япала хатĕрлерĕç», - тет Кикимора сăнарне калăплакан Владимир Свинцов актёр. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Степанов вара Арçури. Вăл та питĕ кăмăллă сцена çинче пулса иртнипе.

Ачасем театра хăйне майлă туяççĕ, пулса иртнине чунĕсемпе кĕрсех каяççĕ. Спектакль художникĕсем Лариса Комиссаровапа Александра Белова хăйсен ĕçне çак уйрăмлăха пĕлсе тунă. Çĕнĕ хайлава сцена çине «Единая Россия» партин федераци программипе усă курса кăларнă. Укçапа çутă хатĕрĕсем туяннă, декорацисемпе костюмсем ăсталанă. Театрта халĕ чăннипех те асамлăх хуçаланать. Спектакль хĕллехи каникул тăршшĕпех пырĕ.